Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пархатарлă кун-çул

о Санăн çыннусем, район

Пархатарлă кун-çул

Аркадий Илларионович Северов хăй вăхăтĕнче район экономикине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă ертỹçĕсенчен пĕри пулнă.

Вăл 1926 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпỹел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ - Илларион Никифорович Северов - машинăпа трактор станцийĕнче (МТС) аслă механикра, амăшĕ - Матрена Яковлевна - "Культура" ятлă колхозра ĕçленĕ. Вĕсем пилĕк ача - икĕ ывăл та виçĕ хĕр çуратса пăхса ỹстернĕ. Виççĕмĕш ачи Аркадий пулнă. Ялти пуçламăш шкулта виçĕ класс вĕренсе пĕтерсен вĕсен çемйи Шăхасана куçса килнĕ, мĕншĕн тесен ашшĕ унта вăй хума тытăннă.

- 1941 çулта эпĕ плугарьте ĕçлеме пуçларăм, - хăйĕн биографине каласа пама тытăнчĕ Аркадий Илларионович, - 1942 - 1946 çулсенче трактористра ("У-2"), 1946 - 1949 çулсенче шоферта вăй хутăм. 1949 çулта вара каллех парта хушшине лартăм, Шăхасанти вăтам шкулта вĕрентĕм. Ун хыççăн Мускаври В.Молотов ячĕллĕ институтран ял хуçалăхне механизацилес тата электрификацилес енĕпе вĕренсе тухса аслă пĕлỹ илтĕм. Мана вара Шупашкар хулине ял хуçалăх министерствине, унтан Вăрмарти машинăпа трактор станцине ĕçлеме ячĕç. Ку вăл 1956 çулта пулчĕ. Ун чухне Михаил Григорьевич Арзамасов директорччĕ, Иван Сергеевич Сергеев тĕп инженерччĕ. Малтанах мастерской заведующийĕнче ĕçлеме сĕнчĕç. Ун хыççăн тĕп инженерта вăй хутăм. 1960 çулта вара управляющине лартрĕç. Ку должноçра 1987 çулччен тăрăшрăм.

Çак тапхăрта вăл ертсе пынипе предприятире строительство ĕçĕсемпе калама çук нумай улшăнусем пулса иртнĕ. Пурăнмалли çуртсем (112 хваттер) тунă. Юсав мастерскойĕн çурчĕ çĕкленнĕ. Ун хыççăн юнашарах комбайнсене юсамалли тепĕр мастерской тата машинăсене техника енĕпе пăхса тăмалли станци çурчĕсем хута кайнă. Юсаса килнĕ тракторсен пайĕсене улăштармалли çурта (обменный пункт), ачасен садне, столовăйне, автобаза тата ыттисене тунă.

- Аса илмеллисем чăнах та нумай, - терĕ малалла Аркадий Илларионович. - Акă, сăмахран, хальхи суту-илỹ бази (торгмаш) вырăнĕнче таса уй пулнă. Пилĕк çулта мĕн чухлĕ хăтлă складсем тата ытти объектсем çĕкленнĕччĕ. Кĕскен каласан, чăннипех те район экономикине аталантарассишĕн тăрăшнă ун чухне.

- Аркадий Илларионович, сирĕн предприятин хăй вăхăтĕнчи çитĕнĕвĕсене мĕнпе ăнлантарма пулать? - ыйтрăм.

- Паллах, коллективра çирĕп дисциплина пулнипе тата мĕнле каланă-ха ĕлĕкренех: "Ĕçри ăнăçусене кадрсем татса параççĕ". Хальхи пурнăçра та çавăн пекех тесе шутлатăп. Кадрсем пирки илес пулсан, пĕрле ĕçленĕ Т.Биктимирова аса илесшĕн. Вăл ун чухне суту-илỹ енĕпе заместительте (управляющи) вăй хуратчĕ. Суту-илỹ базине тунă çĕрте унăн тỹпи пысăк пулнă. Акă тата В.Васильев пирки те ăшă сăмахсем каласшăн. Вăл тĕп инженерта тăрăшатчĕ. П.Терентьев юсав мастерскойĕн заведующийĕнче ĕçлесе предприятие аталантарассишĕн сахал мар вăй хучĕ.

Аркадий Илларионович Северов 1986 çултанпа тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.

Ĕçри çитĕнỹсемшĕн СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе ăна "Хисеп Палли" орденпа наградăланă, вăл - Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Аркадий Илларионовичпа мăшăрĕ - Мария Фадеевна икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ỹстернĕ.

В. МИРОНОВ.



09 декабря 2006
00:00
Поделиться