Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тупăш тăрăшмасăр пулмасть

о Патшалăх Канашне янă Çырупа хавухаланса

Тупăш тăрăшмасăр пулмасть

Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çыру ярать. Кĕçех 20007 çул валли те пулĕ. Вăл вара пире ĕçре хавхалантарса пырать тесен те тĕрĕсех. Халăх пурнăçĕн шайĕ пĕр вĕçĕмсĕр ỹссе пыни пирĕн ĕçре те палăрмаллах сисĕнет, мĕншĕн тесен эпир халăхпа, çĕр ĕçченĕсемпе пĕр-пĕрне ăнланса вăй хуратпăр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсенче палăртнă мероприятисем пире те тỹрремĕнех пырса тивеççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ ỹсет-и, халăх сывлăхĕ çирĕпленет-и, ял хуçалăх отраслĕнче тавар туса кăларасси аталанать-и - пурте пирĕн ĕçпе тачă çыхăннă. Эпир кăçалхи çул тупăшлă ĕçленин пĕлтерĕшĕ те çакăнтанах пуçланнă ĕнтĕ. Кăçал çак вăхăт тĕлне хуçалăх кассине 15 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ килсе кĕнĕ, пĕлтĕр 13 миллион кăна пулнă. Ку вара 115 процентпа танлашать. 119 пин тенкĕ таса тупăш пулни вара тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман. Предприятинче ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ куç умĕнчех. Кăçалхи 11 уйăхра 1605 тонна çăнăх сутнă, пĕлтĕр ку вăхăтра 1507 тонна сутнă пулнă. Пĕлтĕрхинчен 98 тонна ытларах. Çăнăхсăр пуçне халăха хутăш апат /ăна хамăр предприятинчех авăртса хатĕрлетпĕр/, тулă хывăхĕ, выльăх апачлĕх тырă сутатпăр. Вĕсен хакĕсем те ытти çĕртисенчен йỹнĕрех. 10 уйăхра кăçал 857 тонна сутма ĕлкĕртĕмĕр те ĕнтĕ, пĕлтĕр çак кăтарту 586 тоннăпа танлашнă, ку 146 процент пулать. Сăмах май каласан предприяти пỹлмисене те пĕлтĕрхипе танлаштарсан ытларах тĕш тырă кĕнĕ - 1958 тонна /пĕлтĕр - 1881/.

"Чăвашхлебопродукт" системине кĕрекен предприятисем туса кăларакан продуктсене хамăр магазинсенче те, ялсене тухса та суту-илỹ тăватпăр, юнашар республикăри хăш-пĕр предприятисемпе те килĕшỹпе ĕçлетпĕр. Тĕрлĕ сортлă çăнăхсене хамăр автомашинăсемпех вырăна çитерсе паратпăр. Ку енĕпе кунти рабочисемпе пĕрле В.Николаев водителĕн тăрăшулăхне палăртса хăварни вырăнлă. Тупăш тăрăшмасăр пулмастех.

В. АЛЕКСАНДРОВ,
тырă йышăнакан пункт директорĕ.


09 декабря 2006
00:00
Поделиться