Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сорокинсен несĕлĕ

о Династи

 

Сорокинсен несĕлĕ

 

Юсавпа строительство участокĕнче Сорокинсем ĕçлетчĕç: Виталий тата унăн мăшăрĕ Раиса, вĕсен ывăлĕсем - Михаил тата Юрий. Вĕсене Сорокинсен династийĕ тесе калама та юрать. Эпĕ вĕсем çинчен çырса кăтартасшăн.

Михаил 1962 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче Кавал ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсен 1979 çулта «Сельхозтехникăра» вĕренсе механизатор правине илет. 1980 çулта Вăрмарти автошкулта вĕренсе водитель удостоверениллĕ пулать, çав вăхăтра тăван колхозра трактористра вăй хурать, çĕр сухалать, акать, пĕр сăмахпа каласан, тыр-пул çитĕнтерет. Салтак служби хыççăн юсавпа строительство участокне ĕçе вырнаçать. Техникăна юратаканскер, вăл участока ертсе пыракансенчен хăйне трактор пама ыйтать. Унăн кăмăлне тивĕçтереççĕ, ăна кивĕ трактор шанса параççĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, кивĕ трактора юсаса хута ячĕ. Вăл строительство объекчĕсене стройматериалсем: цемент, известь, хăма, хăйăр, хутăш шĕвек тата бетон тума шыв илсе пыратчĕ. Унăн айăпĕпе рабочисем нихăçан та усăсăр ларса курман. Трактор йĕркеллĕ ĕçленĕ. Паллах, техника ванмасăр пулмасть, анчах нихçан та юсавра нумай вăхăт хушши лармастчĕ, ĕç вăхăчĕ пĕтсен те трактора юсатчĕ. Пăхатăн, унăн тракторĕ стройматериалсем турттарма хатĕр. Юсавпа строительство участокĕнче ĕçленĕ хушăра вăл темиçе хутчен те Хисеп грамотисем, укçан премисем илме тивĕç пулнă.

Пĕр-ик сăмах ашшĕ-амăшĕ çинчен çырса хăварас килет. Ашшĕ - Виталий Поликарпович, амăшĕ - Раиса Ермеевна, Михаилăн шăллĕ Юрий Витальевич каменщик пулса ĕçлерĕç. Виталий Сорокин РСУра 25 çул, мăшăрĕ Раиса - 23 çул, Юрий 6 çул вăй хучĕç. Миçе çурт купаланă-ши поселокра Сорокинсен çемйи çав вăхăт хушшинче. Ашшĕ-амăшĕ, шăллĕ Юрий çуртсем купаланă, Мишша стройматериал турттарса тăнă. Ĕлĕк Кавала автобуссем çÿремен. Строительсем ĕçе кашни кунах çурран утнă, чăтăмлăх пулнах вĕсен.

Самани улшăнсан пирĕн те объектсем сахалланса пычĕç, ĕç çукрах пирки Мишша 1997 çулта АТПна ĕçлеме куçрĕ. Малтан вăл груз турттаракан автомашинăпа ĕçлерĕ. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн ăна халăха турттаракан автобус шанса параççĕ, мĕн паянчченех çавăнта ĕçлет. Автобуса йĕркеллĕ тытать, пассажирсемпе вăл сăпайлă, çавăнпа та ăна хăйне те хисеплеççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлеме тăрăшать. Вăл АТПна куçнăранпа 3-мĕш автобуспа çÿрет. Пĕрне кивелнĕ пирки списать тунă, тепри чупать-ха. Мишша Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара, районти ялсене пассажирсене турттарать. Сĕвене те командировкăна яраççĕ. Ĕçленĕ хушăра ăна нумай Хисеп грамотипе хавхалантарнă. Акă нумай пулмасть автотранспорт ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе АТП администрацийĕ, «Чувашавтотранс» укçа парса чыс тунă. Унăн ĕçĕпе администраци кăмăллă.

Плансене илес пулсан, вăл малтанхи вăхăтра ирттерсех тултарнă-ха, анчах хальхи вăхăтра тултарма йывăр. Автовокзал умĕнче уйрăм çынсем камăн Шупашкара каймалла тесе хăйсен автомашинисемпе кĕтсех тăраççĕ. Çавăнпа та хĕллехи вăхăтра плансем тулманни те пулкалать. Кун пирки АТП директорĕ В.Васильев та пăшăрханса каларĕ. Шупашкара кайнă чухне расписание пăсас мар тесе 3 çынпа та кайни пулнă.

Мишшăн мăшăрĕ Лилия Меркурьевна çак организацинче 1982 çултанпа вăй хурать, малтан бухгалтеринче, халĕ аслă диспетчер пулса ĕçлет. Вăл ĕçе ирхине 5 сехетре пырать, мĕншĕн тесен унти водительсене путевой листсем çырса памалла. Аслă диспетчерăн ĕçĕ нумай енлĕ. Водительсен, кондукторсен ĕçе хăçан тухмалли график тăвать, вĕсен ĕç вăхăтне шута хурса пырать, бензин нормине кăтартать. Пирĕн ăçта та пулин çав вăхăтра каймалла пулсан, çакă веçех аслă диспетчертан килет. Ăна «Автотранспортăн хисеплĕ ветеранĕ» ята парса чыс тунă.

Вĕсем виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ, Аслă хĕрĕ, Алина, Шупашкарти çыхăну техникумне вĕренсе пĕтернĕ, халĕ ачапа ларать. Вăталăххи, Таня, ЧГУра филологи факультетĕнче 3 курсра ăс пухать. Кĕçĕнни, Оксана, 10 класра вĕренет. Лилия хăйĕн хĕрĕсенчен юлмасть. Малтан вăл Горькинче автотранспорт техникумне пĕтернĕ, хальхи вăхăтра Мускаври çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче куçăмсăр майпа вĕренет.

Мăшăрăн сăваплă, пархатарлă ĕçне хакласа çак йĕркесене хумханмасăр çырма çук. Вĕсем хисепе тивĕçлĕ. Мишăпа Лилия 3 çулхи тăлăха юлнă Стасике усрава илнĕ, вăл декабрĕн 4-мĕшĕнче 11 çул тултарчĕ. Усрава илнĕ чухне вĕсем пурте пĕрле канашланă, пĕр хĕрĕ те хирĕç пулман. Çак мăшăр Кавалта хăтлă çурт лартнă, хуралтăсене туса пĕтернĕ, газ çеç кĕртмен-ха.

 

Г. Петров,
обществăлла корреспондент.


13 декабря 2006
00:00
Поделиться