Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Арапуçĕнче чиркÿ уçăлчĕ

о Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ

Арапуçĕнче чиркÿ уçăлчĕ

Хăватсем тăвакан святой Николай аттемĕр ячĕллĕ чиркÿ уçăлассине Арапуçсемпе таврари ялсенче пурăнакансем тахçантанпах кĕтнĕ. Декабрĕн 18-мĕшĕнче вара çак кĕтнĕ кун çитрĕ. Чиркÿне сăваплас йĕркене Улатăр епископĕ, Шупашкар – Чăваш епархийĕн виккарийĕ Саввати епархи духовенствин çыннисемпе пĕрле ирттерчĕ. Малашне ку тăрăхра пурăнакансем таса чиркĕве килсе хăйсен чунĕсене уçса пама, Турра кĕлтума пултараççĕ. Чиркÿ патне çул уçăлчĕ. Ку вăл ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕнче районта тепĕр паллă йĕр хăварчĕ. Ăна кура ĕç халăхĕн кăмăл-туйăмĕ те çÿллĕ шая çĕкленĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



20 декабря 2006
00:00
Поделиться