Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Николаевсем – сĕтел-пукан ăстисем

о Династи

 

Николаевсем – сĕтел-пукан ăстисем

 

«Аталаннă пĕтĕм çĕр-шывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Унсăр пуçне вак предпринимательство аталанăвĕн кăтартăвĕ вак бизнесăн экономикăри социаллă вырăнĕ çинчен те калать, вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Вак бизнес çине пирĕн халăха ĕçпе тухăçлă тивĕçтерекен, çакă уйрăмах ялта питĕ кирлĕ, унăн право тата пĕтĕмĕшле культурине ÿстерекен, халăх промыслисене аталантаракан, тата ытти те, чи кирлĕ фактор пек пăхмалла», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Пирĕн районта та предпринимательлĕх аталанса вăй илсе пырать. Сăмахран, Аслă Чакра пурăнакан Николаевсен çемйинех илер-ха. Вĕсен тĕп ĕçĕ - юман йывăçран сĕтел-пукан ăсталасси. Ку çеç-и; Çемье пуçлăхĕ Леонид Иванович картинăсем çырма та юратать. Малтанлăха кăштах сĕтел-пукан çинче чарăнса тăрар-ха.

1993 çулта Леонид тата унăн мăшăрĕ Вера «Интерьер - стиль» творчествăлла мастерской уçаççĕ. Иккĕшĕ те Шупашкарти педуниверситет вĕренсе пĕтернĕ. Леонид - художествăпа графика, Вера - химипе биологи факультечĕсене. Анчах та çакна палăртмалла: Вера Алексеевна ÿнер тĕнчине мĕн пĕчĕкрен кăмăллать. Хăй те ÿкерет, тĕрлĕ материалсенчен интереслĕ япаласем ăсталать. Ытларах хăйĕн мăшăрне сĕтел-пукан ăсталас ĕçре пулăшса пырать. Унпа пĕрлех кил-çурта тирпейлеме, ачи-пăчине пăхма та ĕлкĕрет.

Çемье пуçлăхĕ - Леонид Иванович мĕн ачаранах йывăçран тĕрлĕ фигурăсем ăсталама юратнă. Çак туртăма анлăлатма ăна ашшĕ - Иван Николаевич Николаев пулăшса пынă. Вăл тăван хуçалăхра столяр пулса ĕçленĕ. Амăшĕ - Александра Васильевна Николаева, ÿкерме кăмăлланăскер, ывăлĕн туртăмне хирĕç пулман, ăна хавхалантарса пынă. Мĕн пĕчĕкрен ÿнер тĕнчипе хавхаланса ÿснĕскер, халĕ ăна пурнăçа кĕртсе пырать. Сĕтел-пукан ăсталама унăн мастерской пур. Кунта йывăçран тĕрлĕ изделисем хатĕрлеме станоксем вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра кунта Л.Николаевсăр пуçне 2 çын тăрăшса вăй хурать. Алăксем, сĕтелсем, тумбăсем, шкафсем, краватьсем, стенка пуххи, кухня валли гарнитур тата ытти те туса кăлараççĕ. Сĕтел-пукана юман йывăçĕнчен ăсталаççĕ, паха йышши лакпа витеççĕ. Çак йывăçран туса кăларнă изделисем чылай çула чăтаççĕ, пахалăхĕ те пысăк. Çавăнпа ытти материалтан хатĕрленĕ изделисенчен хаклăрах.

«Эпир ытларах уйрăм çын заказĕсемпе ĕçлетпĕр. Ку е вăл клиент пирĕн патăмăрта пĕр-пĕр заказ турĕ пулсан, чи малтанах эпир унăн пÿлĕмĕнче çав изделие мĕнлерех вырнаçтармаллине пăхатпăр, кирлĕ калăпăшĕпе туса паратпăр», - тет Л.Николаев.

Çакна палăртмалла: вĕсем ăсталакан изделисем хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, сирĕн ыйтăва туллин тивĕçтереççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен изделисене Мускавран, Хусантан, Чулхуларан, Шупашкартан тата ытти хуласенчен уйрăм çынсем туянма килеççĕ. Эппин эпир те туянма васкар мар-и;

Николаевсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсем те ÿссен ашшĕ çулĕпех каясшăн. Апла пулсан ал ăстисен несĕлĕ пĕтмен-ха.

 

З. ПАВЛОВА.



20 декабря 2006
00:00
Поделиться