Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕнекепе - Çĕнĕ çула

Кĕнекепе - Çĕнĕ çула

Чăваш Енре ача-пăча тата çул çитменнисем валли «Кĕнекепе - Çĕнĕ çула» вулав фестивалĕ иртет. Çавна май, пирĕн районти ача-пăча библиотеки те çак фестивале хутшăнса ача-пăча писателĕпе Д.Суслинпа тĕл пулу ирттерчĕ. Библиотека ĕçченĕсем çак писателĕн юмахĕсем тăрăх ача-пăча валли «Тот, кто с книгою знаком, тот уже волшебник» театрализациленĕ представлени йĕркеленĕ. Çавăн пекех Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти 6 «в» тата 7 «б» классенчи А.Николаевăпа А.Архипов хăйсем çырнă пĕчĕк калавĕсемпе паллаштарчĕç. Д.Суслин писатель пушă алăпа килмен, вăл ача-пăча библиотекине кĕнекесем, хăй çырнă юмах пуххин дискĕсем парнелерĕ.

З. ПАВЛОВА.



23 декабря 2006
00:00
Поделиться