Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Палăксене упрамаллах

о Асăну

 

Палăксене упрамаллах

 

Тăван ял... Маншăн вăл таврари чи паха, чи ырă вырăн. Унтан хакли урăх нимĕн те çук. Ăна эпĕ нимĕнпе те улăштарма пултараймастăп. Ачалăх çулĕсене аса илмессерен куç умне яланах тăван ял тухса тăрать. Мана кунта чунтан юратнă анне çĕр çинче пурнăç курма çуратнă. Кунтах эпĕ кукамайпа асанне пехилне илнĕ. «Ăçта кăна кайсан та кăвапуна каснă вырăна ан ман», - тетчĕ кукамай. Çавăнпа эпĕ Шăхале нихăçан та манаймастăп.

Ял çинчен, вăл мĕнле тата хăçан пуçланса кайни пирки тĕрлĕрен халап сÿрет. Акă, Виктор Чернов Шăхаль ялĕ 1000 çул каяллах Тинкĕлер Њкĕл тумалли вырăнЌ кассинчен пуçланса кайнă, тесе çирĕплетет. Хăшĕсем вара вăл 1452 çулта пуçланнă, теççĕ. Анчах темле пулсан та чăваш масарĕнче 400-500 çул каялла лартнă чул палăкĕсене эпĕ темиçе хутчен те кайса курнă. Халĕ унта пурĕ те пĕр чул юпа кăна тăрса юлнă. Ыттисене Хĕрлĕçырсем ферма çурчĕсен никĕсне тума илсе кайнă, теççĕ.

200-300 çул каялла тĕне кĕнĕ çынсене ялăн кăнтăр енчи масара пытарма пуçланă. Унăн пĕр пайĕ 100-150 çул каяллах тулса ларнă ĕнтĕ, йывăç хĕрессем тÿнсе пĕтнĕ, вилтăприсем путса аннă. Иккĕмĕш масар та тулнă. Çак масар хăçан пуçланса кайнине, унта чи малтан камсене пытарнине пĕлсе каласа параканĕ те пурччĕ ик-виç çул каялла. Кун пирки 95 çулхи Матек Павăлĕ нумай пĕлтернĕччĕ хăй виличчен. Икĕ масар хушшине Њэпир пĕчĕк чухнеЌ пирĕн кукаçине, Пуян Çтаппана пытарнă тенĕччĕ вăл. Халĕ унăн вилтăпри çумĕнче ытама кĕми пĕр тирек кăна ларать.

Унтан инçех мар унăн ывăлĕн Пуян Çтенккин чаплă палăкĕ курăнать, хулăн сăнчăрпа тытса çаврăннă унăн вил тăприне. Константин Степанович вăтăр çул ытла Вăрмарти сÿс-кантăр йышăнакан кантурăн тĕп бухгалтерĕнче вăй хунă. Вăрмартан Шăхале кашни канмалли кун çуран утнă.

Ку масартах Петр Хрисановичпа Степан Филиппович Пуклаковсен вилтăприйĕсем çинче те мрамортан тунă палăксем илемлĕн курăнса тăраççĕ.

Вĕсем иккĕшĕ те нумай çул хушши колхоз ертÿçисем пулса ĕçленĕ. Вĕсенчен инçех мар Григорий Тимофеевич, Леонтий Сидорович, Семен Иванович Черновсен шурă-кăвак мрамортан тунă çÿллĕ палăксем лараççĕ. Григорий Чернов вăтăрмĕш çулсенче колхоз йĕркелекенсенчен пĕри пулнă, фронтра çапăçса паттăрлăх кăтартнă. Леонтий Чернов ĕмĕрĕпех суту-илÿре ĕçленĕ. Семен Чернов 40 çул трактор бригадин бригадирĕнче вăй хунă.

Масар çинчи палăксем çулран-çул ÿссех пыраççĕ. Акă хапхаран кĕрсенех Афганистанра паттăрăн çапăçса пуçне хунă Юрий Иванов вилтăприне курма пулать. Унăн шурă мрамортан тунă хĕрлĕ çăлтăрлă палăкĕ умĕнче кашни çимĕкрех халăх йышлă. Уйрăмах çамрăксем ăна сума суса асăнаççĕ.

Виçĕ çул каялла çĕнĕ масар тума тата икĕ гектар çĕр уйăрса пачĕç. Унта чи малтан Владимир Васильев полковника пытарчĕç. Паллă та чаплă çынсем выртаççĕ масарăн нÿрлĕ тăпринче. Анчах шел, эпир хамăрăн несĕлсене çĕр çула çити те пĕлейместпĕр. Хăш-пĕрисем вара тăван аслашшĕ çĕр çула çитнине те паллă тума манса каяççĕ. Маншăн вара мăн асаттесемпе асатте, кукаçипе кукамай, асанне çывăх тăвансем, вĕсене эпĕ пуринчен те ытларах юрататăп. Аттепе аннен вилтăпри çине каймасăр пĕр çул та ирттерместĕп. Мĕншĕн-ха тăвансен ятне, ĕç-хĕлне, несĕлне манмалла; Пĕр сăмахпа каласан, ял, ратне е уйрăм çынсен палăкĕсене упрамаллах.

Масарсем çинчи палăксем хăйсен культурине нихăçан та ан çухатчăр тесе тăрăшмалла пирĕн çĕр çинче пурăннă чухне.

 

Г. ЧЕРНОВ,
таврапĕлçĕ.

Шăхаль ялĕ.



23 декабря 2006
00:00
Поделиться