Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурăнас тетпĕр-ха...

о Ял хуçалăхĕ

 

Пурăнас тетпĕр-ха...

 

«Хресчен ачи пĕчĕкренех çĕр-аннемĕр хăватне, ăшшине туйса çитĕнет», - тенĕ мĕн авалтан. Çак сăмахсем вара Саруйĕнче çуралса ÿснĕ Николай Васильевич Тимофеев пиркиех каланă пек туйăнать, мĕншĕн тесен вăл ялти шкула вĕренсе пĕтерсен тăван ялтан тухса кайнă пулнă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă хыççăн тăван тавралăх, çуралса ÿснĕ йăва хăй патне туртнă-туртнах ăна. Çапла вара 1991 çулта вăл тăван яла таврăнса совхозра вăй хума тытăнать. Мĕн шанса панине пурне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать. Самана улшăнса пынă май Николай Васильевичăн пурнăç урапи те тĕрлĕрен лакăм-тĕкĕмсене лекет. Хастар хресчен аптраса ÿкмест. Тăван тавралăха, çĕре юратни ăна ăнăçу кÿрет. Çемье хăйĕн пай çĕрĕ çинче çĕр улми, пахча çимĕç, выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтерет. Пĕчĕккĕн мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ÿстерсех пырать. Паянхи куна Тимофеевсен ĕне выльăх 30 пуç, вĕсенчен пăруламалли 17 ĕне, 3 лаша. Выльăх-чĕрлĕхе тутă та ăнăçлă хĕл каçарма апачĕ те ытлă-çитлĕ. Ăна хатĕрлеме вĕсен Т-40 АМ трактор пур. Утă вăхăтĕнче канлĕхе çухатсах ĕçлеççĕ вĕсем. «Çуллахи кунсенче выльăхсем уйра, хамăр та вĕсемпе пĕрлех. Хĕллехи кунсенче вара ăшă витере. Малтанхи вăхăтра, йышĕ сахалтарах чухне, килти витерех тытнă, халĕ - хуçалăхăн арканмасăр сыхланса юлнă фермин пĕр витинче. Пăрулаканнисене кунта усрама условисем çуккипе киле куçаратпăр. Ĕçре пире тăвансем, ялти хăш-пĕр ÿркенмен çынсем пулăшаççĕ. Тăрăшатпăр, пурăнас тетпĕр», - тет Николай Васильевич. Ĕнесем сĕт антарнă вăхăтра вĕсем куллен 130-шар литр райпо лавккине парса фуражлăх тырă тата ытти кирлĕ таварсем туяннă. Çак ĕçсене вĕсем ытларах çемйипе пурнăçлаççĕ Арăмĕ, Рашида Мифтаховна тата 5-мĕш класра вĕренекен кĕçĕн ывăлĕ Саша. Аслисем - Викторпа Роза килтен тухса кайнă ĕнтĕ, хăйсем çемье çавăрса пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн килне килсе çÿреççĕ, кирлĕ пулсан пулăшаççĕ те. Тимофеевсем ял халăхĕпе туслă пурăнаççĕ.

 

                                                А. НИКОЛАЕВА.



23 декабря 2006
00:00
Поделиться