Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

 

Чуна ыраттаракан чан сасси пекех туйăнчĕ райадминистрацинче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ, мĕншĕн тесен кунта пурне те пырса тивекен ыйтусене пăхса тухса сÿтсе яврĕç. Çулталăка çитмен ачасем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни, çул çитмен ачасен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, çынсем мĕншĕн преступлени çулĕ çине ытларах тăма пуçлани, сăмакун тата ун йышши шĕвексем сутса укçа-тенкĕллĕ пулассишĕн çунакансене тăрă шыв çине кăларасси пирки калаçу пынă чух ларăва хутшăннисем пăшăрханмасăр лараймарĕç.

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕ пирĕн районта та вăй илсе аталанса пырать. Вĕрентÿ сферинчи наци проекчĕ 2006 çулта еплерех пурнăçланса пыни пирки тухса калаçрĕ те ĕнтĕ район пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов. Çитĕнекен ăрăва воспитани парас ыйтусем обществăшăн ыттисенчен пĕлтерĕшлĕрех. Право йĕркине пăсса преступлени тăвассине тĕрĕслесе тăрасси тата асăрхаттарасси мĕнле шайрипе те паллаштарчĕ Ю.Соколов.

Район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева 2007 çулта пĕчĕк ачасен вилеслĕхне чакарассин пĕтĕмĕшле планĕпе паллаштарчĕ, иртнĕ çул çулталăка çитмен ачасем вилнĕ тĕслĕх халичченхипе танлаштарсан ытларах пулнă пирки пăшăрханчĕ. Çавăнпа та ăнăçсăр çемьесене хăйсем пурăнакан вырăнта пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки аса илтерчĕ.

Вырăнти влаçăн çĕнĕ тытăмĕ ĕçлеме тытăннă май, вĕсен яваплăхĕ те çав тери пысăк. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ унта вăй хуракан хăш-пĕр пуçлăхсен /ял тăрăхĕсенче право йĕркисене пăснă тĕслĕхсемшĕн тата ытти пăтăрмахсемшĕн/ район депутачĕсем умĕнче пичĕсене хĕретме тиврĕ. Инкек куçа курăнса килмест пулин те пурин те асăрханулăха, яваплăха, тимлĕхе ÿстермеллине палăртрĕ район прокурорĕ С. Павлов хăйĕн калаçăвĕнче.

«Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсемпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлесен кăна преступлени тăвасси тата сăмакун е ун йышши шĕвексем туса сутассине чарма пулĕ», - терĕ районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И. Константинов.

Тухса калаçакансем чылаййăн пулчĕç.

Ларура арендăна илнĕ çĕрсен тĕп ставкине 2007 çул валли палăртасси пирки тата налук ставкине çĕрĕн кадастр хакĕнчен тăвасси çинчен район пуçлăхĕн заместителĕ-финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев каларĕ.

Район пуçлăхĕ В.Кириллов пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, общество, пĕтĕм граждансем çине тăрса ĕçлемесен, пĕр-пĕрне шанмасан малалла çитĕнÿсем тума çуккине аса илтерчĕ.

Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев ертсе пычĕ.

 

А. НИКОЛАЕВА.



13 января 2007
00:00
Поделиться