Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тимĕр туптанăран тимĕр пек çирĕп

о Санăн çыннусем, район

 

Тимĕр туптанăран тимĕр пек çирĕп

 

Çур ĕмĕр каярах çурлапа тырă вырасси, ыраш, тулă кĕлтисене капана хурса кĕрхи е хĕллехи кунсенче пысăк ушкăнпа йĕтемсенче авăн çапасси пăрахăçа тухма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Ялсене уй-хир карапĕсем килме тытăнчĕç. Маларах вĕсене гусеницăллă тракторсем туртатчĕç. Комбайнĕ тыррине вырать, çапать, улăмне купасем туса пуçтарса пырать. Мучисем космоса вĕçсе çĕр йĕри-тавра çаврăнакан карапсен вăхăчĕ çитесси çинчен пĕчĕк ача-пăчана ăнлантаратчĕç. Асăннă çулсенче Кавал тăрăхĕнче салтак хĕсметĕнчен таврăннă çамрăксем нумайччĕ. Çар тумĕ тăхăннă яштака каччăсем урам тăрăх утни паянхи кун та куç умĕнче. Ун чухне салтака кайнипе мухтаннă, сывлăхĕ япăх пирки çар çынни пулайман çамрăксем пăшăрханса çÿренĕ, вăтаннă. Халăх çавăн ачи салтака та юрăхсăр тесе ялсенче сасă кăларнă.

1955 çул. Кавал ялĕ. Тимахви Зойипе Таратин Петĕрĕн çемйинчи аслă ывăлĕ Гена салтакран килет. Чунра вăй вĕресе тăрать. «Маяк» колхозра мĕн чухлĕ ĕç. Комбайнерсем те кирлĕ, тимĕрçĕ лаççинче те ĕç пур. Вăй питти çамрăк ялта паллă тимĕрçĕне Маланье Толине пулăшма ĕçе кĕрет, ун чухне Толя Григорьев хĕрĕхе кайнă. Ăна ĕçре пулăшаканĕ, хулăм мăлатукпа ĕçлекенĕ кирлĕ. Çамрăк çава туптама, çурлана çивĕчлетме, лаша урисене таканлама вĕренет. Асăннă çулсенче йывăç кăмрăкне моторпа вĕртерсе çунтарман, уйрăм сывлăш вĕртерекен механизма алă вăйĕпе ĕçлеттернĕ. Йывăç кăмрăкне чăптапа Мари Республикинчен лашапа турттарнă. Вăйпитти çамрăк Толя Григорьев 1978 çулта тивĕçлĕ канăва кайичченех тимĕрçĕне пулăшаканĕ пулса ĕçлет. Ун хыççăн Гена Таратин тĕп тимĕрçĕне тухать. Ăна пулăшаканĕ пулса ĕçлеме Анатолин шăллĕ Юрий ĕçе кĕрет.

- Тимĕрçĕ ĕçĕнче техника аталанни пулăшсах каймасть, - пĕлтерет мана халĕ тивĕçлĕ канури Геннадий Таратин. - Ĕлĕкрех лаша çуни тунă пулсан, юлашки çулсенче трактор çуни хатĕрлеттĕмĕр. Тĕп çуна пайĕсене пĕренерен тумалла, çуна тупанĕсене хулăм шинăсем вырнаçтармалла. Станок çук пирки хулăн тимĕр миçе хут алă витĕр тухман-ши; - ассăн сывласа пĕлтерет ветеран. Таратинсем çемьере пилĕк ывăл ÿснĕ. Чи асли Гена, кĕçĕнни - Володя. Кавал ялĕнче Таратинсем акатуйсенче кĕрешсе паттăра юлнипе паллă ĕнтĕ. Кĕрешÿре çĕнтерекенсем ытларах Иванпа Николай пулнă. Паянхи кун та Николай Таратин шкул ачисене спорт секцийĕнче тĕрлĕ мелсемпе кĕрешме вĕрентет. Кавалти вăтам шкул ачисем пĕрре кăна мар районти е республикăри ăмăртусенче кĕрешсе паллă вырăнсем çĕнсе илнипе мухтанаççĕ ĕнтĕ.

 

                                                      Ю. МИХЕЕВ.



13 января 2007
00:00
Поделиться