Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Журналист-композитор

о Паян Раççей Пичечĕн кунĕ

 

Журналист-композитор

 

Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 62 çул çитет. Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те хăрушă вăрçă халăх асĕнчен тухмĕ. Унта хутшăннисемшĕн вара пушшех те.

Тăшман пирĕн çине вăрçăпа тапăнса кĕрсен 19 çулхи Кавал каччи Гриша Моклаков хăй ирĕкĕпе Тăван çĕр-шыва сыхлама тухса каять.

1942 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче пирĕн ентеш тăракан дивизин контрнаступление куçса Сталинграда хÿтĕлемелле пулнă. Нимĕçсем Котлубань станци патне çывхарса пынă. Пирĕннисем вара тăшмана Дон еннелле хăваласа яма приказ илнĕ. Вĕсен шутĕнче Григорий Васильевич Моклаков та пулнă. Разведка ушкăнĕн командирĕ Г.Моклаков задание пурнăçлама çула тухнă. Çĕр тĕттĕм пулнă. Кашниех автомачĕсене хатĕр тытнă, икшер граната илнĕ. Йĕри-тавра шăп, типĕтнĕ курăклă çеçенхир сарăлса выртнă. Пирĕн разведчиксене нимĕçсем сиснĕ. Ракета янă та йĕри-тавра кăнтăрлахи пек çуталса кайнă. Гриша сиксе тăнă та перекен вырăна граната вăркăнтарнă. Пулемет шăпланнă. Иккĕмĕш точкăна юлташĕсем граната ывăтса сирпĕтсе янă. Хăраса ÿкнипе нимĕçсем артиллерирен, минометсемпе пулеметсенчен пĕр вĕçĕмсĕр пеме пуçланă. Снарядсемпе минăсен ванчăкĕсем разведчиксем çине çумăр çунă евĕр тăкăннă. Гриша иккĕмĕш гранатине ывăтнă чух тăшман пульли автоматăн магазин коробкине лекет. Магазин сирпĕнсе каять. Ванчăкĕсем Гришăн куçне те лекеççĕ. Ентеш икĕ куçсăр тăрса юлать. Свердловскри госпитальте виçĕ уйăх çурă выртнă хыççăн пĕрремĕш группăри инвалида - Григорий Моклакова тăван килне - Кавала илсе килсе леçеççĕ. Темĕнле йывăр пулсан та Тăван çĕр-шыва, халăха, ял-йыша, хĕр-тусне чунтан юратакан Гриша хуçăлса ÿкмест. Н.Островский писатель: «Пурăнма чăтма çук йывăр пулсан та пурăнмалла, çынна усă тума тăрăшмалла», - тенĕ сăмахсене асра тытнă. Çирĕп чун-хаваллă, иксĕлми вăй-халлă, йывăрлăхран хăраман, чăтăмлă воин пурнăçа çĕнĕлле йĕркелеме тĕллев лартать. Сăвă-юрăсем çырать. 50 çула яхăн клубра ĕçлесе республикăра та, Пĕтĕм Раççейре куç курманнисен обществинче хисеплĕ çын пулса тăрать. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене илме тивĕçлĕ пулать.

Григорий Васильевич Моклаков Кавалти чи пултаруллă та хисеплĕ çынсенчен пĕри.

Шупашкарта «Новое время» издательство типографийĕнче иртнĕ çул сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ «Бойца к жизни вернула любовь» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. И.Кузнецовпа Г.Лосева авторсем кĕнекере Григорий Моклаков журналист-композиторăн кун-çулне пур енлĕн анлăн çырса кăтартнă, çавăн пекех ăна пĕлекен юлташĕсен аса илевĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Кĕнекере ялтан тухнă паллă çынсем çинчен те вуласа пĕлме пулать.

 

А. ХОВАНСКИЙ,
Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.


13 января 2007
00:00
Поделиться