Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çырăнтăн - парнеллĕ пултăн

о «Хĕрлĕ ялав» хаçат лотерейи
 
Çырăнтăн - парнеллĕ пултăн
 
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат тухма пуçланă ранпа 75 çул çитнĕ ятпа редакци район хыпарçине кашни çемьене çитерес тĕллевпе кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 25-мĕшĕччен район хаçатне çырăнмалли акци тата лотерея вылявне ирттерчĕ. Лотерея вылявĕ хаçат редакцийĕнче декабрĕн 26-мĕшĕнче пулчĕ. «Хĕрлĕ ялава» 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулне çырăнса илни çинчен районăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансенчен 100 ытла квитанци килчĕ. Парне вара 5 кăна. Анчах та мĕнлисем - утюг, сехет, савăт-сапа сервизĕ, картина, чейник.
Выляв предприятисемпе организацисенчен килнĕ сăнакансем умĕнче иртрĕ. Акă Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Марта Федотова барабанран пĕрремĕш квитанцие туртса кăларать. А.Михайлова сăнавçăна парать Њÿкерчĕк çинчеЌ. Утюг илме Кивĕ Вăрмарта пурăнакан район хыпарçине вуншар çул çырăнса илекен Т.Харитонова пенсионерка тивĕç пулать. Ытти призсем çакăн пек пайланчĕç: А.Иванова (шел пулин те адресне палăртман, квитанци номерĕ АА 316068) - савăт-сапа сервизĕ, Г.Андреева (Вăрмар поселокĕ) - картина, В.Михайлов (Çÿлти Кинчер) - сехет, Н.Нарсов (Тикаш) - чейник.
        Пур çĕнтерÿçĕсене те парнесене илме редакцире кĕтетпĕр.


17 января 2007
00:00
Поделиться