Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетрĕç

о Шалти ĕçсен пайĕнче

 

Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетрĕç

 

Районти шалти ĕçсен пайĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Григорьев килсе милици сотрудникĕсемпе пĕрле иртнĕ çулхи итогсене пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов, район прокурорĕ С.Павлов хутшăнчĕç.

Чи малтанах районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе тата районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май шалти ĕçсен пай начальникĕн заместителĕн Ю.Михеевăн, милицин обществăлла хăрушсăрлăх пай начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕн Ю.Муткинăн, следстви уйрăмĕн начальникĕн С. Корниловăн тата ыттисен отчечĕсене итлерĕç. Çынсем патшалăх влаçне шанасси милици сотрудникĕсем еплерех ĕçленинчен килнине çирĕплетсех каларĕ район прокурорĕ, çавăнпа та шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçламаллине палăртрĕ. «Патшалăх интересĕсене, кашни гражданинăн прависене шанчăклăн хÿтĕлекенĕсем – милици сотрудникĕсем. Обществăра право культурине йĕркелес тата саккуна пăхăнма хăнăхтарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, вара тин район территорийĕнче преступлени тăвассин шайĕ чакĕ», - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов. Министр заместителĕ В.Григорьев преступленисен шайне чакарас тесен профилактикăлла ĕçсем ытларах ирттермелли тата пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене тивĕçлипе пурнăçлама граждансене пулăшса пымаллине палăртрĕ, республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ, милицин сотрудникĕсене хăйсен ĕçне яваплăха туйса, саккунпа килĕшÿллĕн туса пымаллине каларĕ.

Министр заместителĕ Кивĕ Вăрмар тата Аслă Чак ял тăрăхĕсене çитсе курчĕ. Унти лару-тăрупа паллашрĕç, çитменлĕхсене асăрхаттарчĕç.

 

А. НИКОЛАЕВА.



17 января 2007
00:00
Поделиться