Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Учительсем

о Династи

 

Учительсем

 

Учитель ĕçĕ çăмăл маар пулсан та - пархатарлă Вулама-çырма пĕлмен ачасене вĕрентмелле. Çын тумалла, пĕтĕм енлĕ пĕлÿ памалла. Шкултан вĕренсе тухсан хĕрупраçсемпе каччăсем кирек мĕнле специальноçпа та малалла вĕренме е ĕçлеме пултарччăр. Ачана тĕрĕс воспитани памалла, çынсене хисеплеме, ĕçе, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентмелле. Çавăнпа пулĕ чылай çамрăк учитель профессине суйласа илет. Акă, Кавалти Иван Степанович Туртушов çемйине илер. Ку çемьере çичĕ ача ÿссе çитĕннĕ, пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Михаилпа Владимир врач, Александр инженер пулнă. Тăваттăшĕ вара учитель ĕçне кăмăлланă.

Асли - Вениамин 1912 çулта çуралнă. Малтан Кавалти шкулта ачасене вĕрентнĕ, унтан - Пинер шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Хăй те сăвăсем, калавсем, поэмăсем çырнă. Анчах 1942 çулта тăван çĕр-шывшăн çапăçса пуçне хунă. Вăл вĕрентнĕ Аркадий Казанов халĕ чăвашсен паллă çыравçи.

Иккĕмĕшĕ - Василий Иванович 1925 çулта çуралнă. 1943 çулта 10 класра вĕреннĕ чухнех фронта илсе каяççĕ. Çĕнтерÿ хыççăн та службăра тăнă. Киле таврăнсан пединститутра заочно вĕренет, учительте ĕçлет. Малтан Урнар шкулĕнче, унтан Энĕшпуç шкулĕнче учитель, шкул директорĕ пулса 43 çул ачасене пĕлÿ парать. 1993 çулта çĕре кĕнĕ.

Виççĕмĕшĕ - Виталий Иванович 1927 çулта çуралнă. Хусанти пединститутра вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Малтан Тутарстанри Зеленодольск районне кĕрекен ялсенчи шкулсенче, унтан тăван Кавалти вăтам шкулта ачасене истори вĕрентнĕ - пурĕ 45 çул. Вĕсенчен 31 çулне шкул директорĕнче тăрăшнă.

Тăваттăмĕшĕ - Елена Ивановна 1930 çулта çуралнă. Йошкар-Олари пединститута вĕренсе пĕтерсен ăна Аксу районĕнчи Савгач шкулне яраççĕ, унта ачасене химипе биологи предмечĕсене вĕрентет. 2001 çулта чирлесе вилет.

Василин хĕрĕ Светлана та ашшĕ çулĕпе каять. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарти профтехучилищĕре çамрăксене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.

Виталий хĕрĕ Альбина та ашшĕ пекех. Малтан вăл Кавал шкулĕнче аслă пионервожатăй пулнă. Халĕ Геленджик хулинче ĕçлет. Ăна «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ят панă. Хăй ĕçне чунтан юратать, çавăнпа ĕнтĕ ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те ăна хисеплеççĕ.

Владимир Иванович врачăн ывăлĕ Андрей те Харьковри университета вĕренсе пĕтернĕ. Чылай вăхăт мăшăрĕпе Ольга Петровнăпа Харьков облаçĕнчи пĕр шкулта историне вĕрентнĕ.

Тепĕр çемье - Иван Николаевич Туртушовсен. Ку çемьери 4 ачаран иккĕшĕ - Галина Ивановна тата Алексей Иванович учительре ĕçлеççĕ. Галина Ивановна нумай çул хушши Шупашкарти 50-мĕш номерлĕ шкулта директорта ĕçлет. Ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «Халăх вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ятсене панă. Алексей Иванович вара - спорт мастерĕн кандидачĕ, аслă категориллĕ учитель. Хĕрĕ Екатерина та 50-мĕш номерлĕ шкулта ачасене истори вĕрентет.

Михаил Степанович Туртушовăн хĕрĕ Регина Михайловна та Кавалти вăтам шкулта нумай вăхăт ĕçлерĕ. Халĕ унăн ывăлĕ Владимир, хĕрĕ Надежда Тюмень облаçĕнче шкулта учительте вăй хураççĕ. Раиса Николаевна Туртушова ывăлĕ Николай Петрович доцент пулса Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет, вăл хими наукисен кандидачĕ, ывăлĕ Виталий Петрович техникумра директор çумĕ.

Туртушов Андрей Иванович ывăлĕ Валерий Андреевич - доцент, Воронежри университетра студентсене вĕрентет. Вăл техника наукисен докторĕ.

Валерий Андреевич Кавалти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Хусанти авиаци институтне вĕренме кĕрсе ăна ăнăçлă пĕтернĕ, аспирантурăра вĕреннĕ.

Елена Николаевна Туртушова ывăлĕ Юрий Васильевич та нумай çул хушши Кавалти вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлерĕ. Хăй ватă пулсан та, халĕ те спортпа туслă.

Çакăн чухлĕ учительсем, Туртуш йăхĕнчи çынсем. Малашне те çакăн пек пултăр.

 

В. ТУРТУШОВ.



17 января 2007
00:00
Поделиться