Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрарăмсем - çут çанталăк пилленисем

о Канашлу

Хĕрарăмсем - çут çанталăк пилленисем

Йăлана кĕнĕ йĕркепе районти хĕрарăмсен канашĕн канашлăвĕ пулса иртрĕ. Чи малтанах хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Г.Петрова иртнĕ çул мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни çинчен чарăнса тăчĕ тата умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех республикăра иртнĕ хĕрарăмсен съездне кайса килни çинчен каласа пачĕ. «Хĕрарăмсем пурнăçра питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ, хĕрарăмсем çут çанталăк пилленисем, тесе. Вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе яланах яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Шел пулин те, хăшĕ-пĕрисем эрех ĕçсе хĕрарăм ятне, чысне çухатаççĕ. Ачисене пăрахса, аташса çÿреççĕ. Кун пеккисемпе пирĕн уйрăмах нумай ĕçлемелле. Ашшĕ-амăшне пула ачисем нуша ан курччăр тесе çине тăмалла», - терĕ Г.Петрова. Районти хĕрарăмсен канашĕ кун йышшисем сахалтарах пултăр тесе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет, тĕрлĕ акцисене хутшăнать. Тĕслĕхрен, «Япаласене - иккĕмĕш пурнăç», «Ачасене парне» тата ытти акцисене хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартать. Районти хĕрарăмсен канашне районти библиотека ĕç ченĕсем те питĕ активлă пулăшса пыраççĕ. Ку енĕпе уйрăмах «Сударушка» клуб руководительне С.Щербаковăна палăртса хăвармалла. Унăн пултарулăхĕ, пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ пур хĕрарăмсемшĕн те тĕслĕх пулса тăрать тесен те тĕрĕсех. Çак черчен хĕрарăмра мĕн чухлĕ вăй-хăват тапса тăни пурне те савăнтарать. Хальхинче те пуçтарăннă хĕрарăмсен кăмăл-туйăмне çĕклекеннисем библиотека ĕçченĕсемех пулчĕç.

А. АНТОНОВА.



20 января 2007
00:00
Поделиться