Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăха тĕрев парасси - пирĕн ĕç

о Вырăнти хăй тытăмлăх

 

Халăха тĕрев парасси - пирĕн ĕç

 

Çĕнĕ тытăмпа ĕçлеме пуçлани çулталăк иртрĕ ĕнтĕ. Пирĕн ĕç - граждансемпе яланах тата тĕрлĕ енлĕ хутшăнасси, вĕсене пулса иртекен ĕçсемшĕн яваплă пулма хăнăхтарасси.

Кунта чи малтан çыннăн ăс-хакăлне çĕнетсе улăштармалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтармалла. Граждансене, уйрăмах çамрăксене, физкультурăпа спорта активлă явăçтармалла. Ку енĕпе пирĕн курăнакан ÿсĕмсем пур тесен те тĕрĕсех пулĕ, мĕншĕн тесен çамрăксем тĕрлĕ енлĕ спорт вăййисене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Хĕллехи вăхăтра ялти урамсенче пурăнакансем хушшинче мини-футбол вăййи аван пырать. Культурăпа массăллă мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. Ялти чылай пенсионерсем районти культурăпа кану центрĕнчи «Парне» фольклор ансамбльне те çÿреççĕ.

Анчах та çак хушăрах преступлени çулĕ çине тăраканнисем те тупăнсах тăраççĕ, хăшĕ-пĕрисем килте сăмакун сутса граждансен лăпкăлăхне пăсаççĕ, укçа тесе намăса çухатаççĕ. Кун йышшисене ял тăрăхĕнчи профилактика советĕнче 12 çынна пăхса тухса асăрхаттарнă. Вĕсенчен 5-шĕ малтан судпа айăпланнисем. Икĕ хуçалăха сăмакун сутнăшăн айăпласа суд урлă 2-шер пин тенкĕ штрафланă. Преступноçа чакарассишĕн малалла та çине тăрсах вăй хуратпăр.

Пирĕн ял тăрăхĕнче пурĕ 601 кил хуçалăхĕ, 61-шĕ дача вырăнне усă кураканнисем, 52 кил - хуçалăх кĕнекине çырăнманнисем. Территоринче пурăнакансем ĕçлеме юратаççĕ, харпăр хăй пурăнакан вырăнсенче тирпей-илем кĕртессишĕн çине тăраççĕ. Тĕслĕхрен, Перспективная урамра 450 метр çула вак чулпа сарса, хытарса тухрăмăр. Масар йĕри-тавра карта тытса çавăртăмăр, унти тирпейлĕхе те тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тесе çине тăратпăр. Вилнĕ çынсене хисеплемелле, сума сумалла. Ку вăл чĕррисен тивĕçĕ.

Çын ĕçлеме юратнине мĕн авалтан унăн хуçалăхне кура хаклаççĕ. Ку енĕпе пирĕн ялта пурăнакансем çав тери хастар тесе калас килет. Ахальтен мар ĕнтĕ уйрăм кил хуçалăхĕнче пурăнакансем патшалăх паракан çăмăллăхлă кредита илеççĕ. Паянхи куна 63 çын кредит илес тесе ыйтса çырнă. Вĕсенчен 45-шĕ 6 миллион та 389 пин тенкĕ илнĕ. Вĕсемпе ял хуçалăх техники е выльăх-чĕрлĕх туяннă. Çакна калама та кăмăллă: пĕр хуçалăхри кил хуçи халиччен пирĕн тăрăхра пурăнса курман чĕр чуна - страуса - туянса килнĕ. Ку тĕлĕнмелле хыпара «Поле чудес» вăййа ертсе пыракан Л.Якубович та пĕлет, мĕншĕн тесен пирĕн ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан А.Эверскова çак вăййа хутшăнса хамăр ялăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Çамрăксем ялта тĕпленсе çурт-йĕр çавăраççĕ. 12 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ял тăрăхĕн администрацийĕнче черетре тăраççĕ, 3 çамрăк çемье 140-шер пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар укçа илме пултарчĕç. Çавна май ялта çĕнĕ урамсем йĕркеленсе пыраççĕ. Ку урамсенче çĕнĕ электролини карса, 4 трансформатор лартнă. Çăл куçсене тирпейлесе тăрассипе те ĕçсем аван темелле. Урамсенчи тарасасене те юсасах тăратпăр. Хальхи вăхăтра 3 тараса валли япаласем илсе килнĕ. Ял варринче пĕве туса хута янă. Ку ĕçре строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçласа 11 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ тăкакланă. Вăрмар поселокĕпе Кивĕ Вăрмар ялĕ хушшинчи чиркÿ çумĕнче çĕнĕрен чиркÿ хăпартма тесе палăртнă вырăнти çĕр участокне тĕпчесе пĕлнĕ, ку ĕç вырăнтан тапраннă. Модельлĕ библиотекăпа медпункта, малтанхи котельнăй хупăннине пула, çĕнĕрен йĕркелесе ăшă ятăмăр. Çак ĕçсем пĕтĕмпех район администрацийĕ тата ял халăхĕ пулăшнипе, вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленипе ăнăçса пычĕç темелле. Кăçал ĕçлес плансем татах та пысăкрах, мĕншĕн тесен ял тăрăхĕн бюджет укçине вырăнти депутатсемпе пĕрле пĕлтĕрхипе танлаштарсан икĕ хут ытларах палăртса хăварнă. Укçи-тенки пулсан ĕçĕ те ăнса пырать.

 

Г. ЭВЕРСКОВ,
Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.


20 января 2007
00:00
Поделиться