Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районта – информаци кунĕ

Районта – информаци кунĕ

 

Кашни уйăхăн виççĕмĕш юнкунĕнче республикăра информаци кунне ирттереççĕ. Республика пуçлăхĕсем уйрăм ушкăнсене пайланса районсенчи граждансемпе тĕл пулса калаçаççĕ, вĕсен куллен килсе тухакан ыйтăвĕсене татса пама тăрăшаççĕ.

Хальхинче те пирĕн района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Вĕсем виçĕ ушкăна пайланса Арапуç, Аслă Чак, Энтрияль ялĕсен тăрăхĕсенчи çынсемпе тĕл пулчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров палăртнă тĕллевсемпе, программăсемпе, Указсемпе паллаштарчĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Чăваш Республикинчи суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров Энтрияль ял тăрăхĕнче пулчĕç. Малтанах Энтриялĕнчи библиотекăра граждансемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Унтан Шăплат ялне çитрĕç, клубра халăхпа курса калаçрĕç тата модельлĕ библиотекăна кĕрсе курчĕç. Ял халăхне ытларах çĕр ыйтăвĕсемпе çăмăллăхлă кредит илесси интереслентерчĕ. Унсăр пуçне вĕсене çурату сертификачĕ те кăсăклантарчĕ. Яваплă çынсем тĕрлĕ ыйтусем çине тулли хуравсем пама тăрăшрĕç, татса парайманнисене çитес вăхăтрах хурав пама пулчĕç. Тĕл пулупа ял халăхĕ кăмăллă пулчĕ, татах та килсе курма ыйтрĕ.

 

А.НИКОЛАЕВА.



20 января 2007
00:00
Поделиться