Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республикăри журналистсен Союзĕн историйĕнчен

о Ыран – Чăваш пичечĕн кунĕ

 

Республикăри журналистсен Союзĕн историйĕнчен

 

Ăна пуçарса яраканĕсем ун чухнехи «Канаш» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсем пулнă. 1923 çулхи июнĕн 30-июлĕн 1-мĕш кунĕсенче Шупашкарта пичет ĕçченĕсен пухăвĕ иртнĕ. Çавăнта писательсемпе журналистсен «Канаш» ятлă Союзне йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ пулма Д.Эльмене суйланă. Анчах та 1926 çулта Чăваш писателĕсем журналистсенчен уйрăлаççĕ, хăйсен организацине туса хураççĕ. Республикăра кăна мар, çĕр-шывĕпех журналистсен организацийĕсем пĕтеççĕ. Журналистсен Союзне туса хурас ыйтăва 1957 çулта çеç çĕклеççĕ. СССР журналисчĕсен Союзĕн чăвашри уйрăмĕ 1959 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче йĕркеленет.

Эппин, пĕр ыйту тухать: мĕншĕн Чăваш пичечĕн кунне январĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче уявлаççĕ-ха; Çак датăна пĕрремĕш чăваш хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланипе çыхăнтарнă. Халĕ Чăваш Республикинчи журналистсен союзĕ Атăлпа Вятка тăрăхĕнче чи пысăккисенчен пĕри. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта 450 член шутланнă. Республикăра 350 массăллă информаци хатĕрĕсем тухаççĕ. Чăваш журналистикине аталантарас ĕçре Вăрмарсен тÿпи те пысăк. Акă Пинерте çуралнă А.Казанов 1990-1992 çулсенче Союз председателĕ пулнă. Вăл Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ. А.Янташ "Пысăк Енккасси", район хаçатĕнче ĕçлеме пуçланăскер, кĕнеке издательствин директорĕ таран çитнĕ.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ çумĕнче журналистсен Союзĕн пуçламăш организацийĕ 1974 çулхи март уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Чи малтанах вара районта журналистсен ретне А.Хованский тăнă. Халĕ пуçламăш организацире 15 çын. Пурте райхаçатпа çыхăну тытаççĕ, ăна илемлĕрех те лайăхрах кăларма пулăшаççĕ. Унсăр пуçне А.Хованский, Н.Иванов, В.Миронов, В.Цыфаркин, Ю.Михеев темиçе кĕнекесен авторĕсем те.

 

В. ТОЛМАТОВ.



20 января 2007
00:00
Поделиться