Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РОСТОна (ДОСААФа) - 80 çул

о Юбилей

 

РОСТОна (ДОСААФа) - 80 çул

 

Пирĕн çĕр-шыври Çара, Авиацие тата Флота пулăшакан ирĕклĕ обществăна "ДОСААФ" туса хунăранпа кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче 80 çул çитет.

ОСОАВИАХИМ "ДОСААФ" малтан çапла ятлă пулнă. Хĕрлĕ Çар валли кадрсем хатĕрлессипе чăннипех чаплă шкул пулнă. Çак ирĕклĕ общество хăйĕн тивĕçĕсене тĕнче умĕнче чыслăн пурнăçласа пынă, фашистла нимĕç захватчикĕсемпе Япони самурайĕсене çапса аркатнă, пысăк çĕнтерÿ тунă.

Малтанхи çулсенче ОСОАВИАХИМ район совечĕн председателĕ пулса Г.А.Алексеев, Я.Г.Георгиев "иккĕшĕ те Кивĕ Вăрмартан", А.Г.Тарасов "Çитмĕш", Т.Е.Кожин "Шăхаль", П.И.Мефодьев "Кĕтеснер", М.А.Нягин "Энĕшпуç", А.С.Эрхим "Вăрмар поселокĕ", Г.Н.Николаев "ЭçпепеЌтата ыттисем ĕçленĕ".

Вăхăт иртнĕçемĕн ирĕклĕ общество аталансах пынă, унăн пурлăх никĕсĕ тĕрекленнĕ. Кăçалхи декабрĕн 2-мĕшĕнче районта ДОСААФ организацине йĕркеленĕренпе 50 çул çитет. Çак тапхăрта РОСТО "ДОСААФ" автошкулĕнче Хĕç-пăшаллă Вăйсем тата халăх хуçалăхĕ валли 15 пине яхăн специалист вĕрентсе хатĕрленĕ. Иртнĕ çул Вăрмар, Куславкка, Çĕрпÿ, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи 500 яхăн призывник водитель специальноçне илнĕ. Пирĕн патĕнче çавăн пекех тракториста, ПЭВМ операторне, пур категориллĕ водительсене те вĕрентсе кăлараççĕ. Курсантсене тарăн пĕлÿ парассишĕн В.Никитин, В.Дмитриев, В.Кириллов преподавательсем хăйсен мĕн пур пĕлĕвне, тăрăшулăхне параççĕ.

В.Александров аслă мастера, автомобильпе çÿреме вĕрентекен В.Юсов, В.Родзянов, И.Тарасов мастерсене лайăх енĕпе кăна палăртмалла, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Автошкулта Çар Мухтавĕн музейне уçни курсантсене çарпа патриотла воспитани парас енĕпе пысăк витĕм кÿрет. Музейри экспонатсем пирĕн район çыннисен Аслă Отечественнăй вăрçăри паттăрлăхне яр уççăн çутатса параççĕ.

Е.Степанова партизанкăпа Н.Капитонова медсестра паттăрлăхĕпе паллашма пулать. Кунтах Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, 25-мĕш Чапаев дивизийĕн водителĕн, Одесса тата Севастополь хулисене хÿтĕленĕ Н.Егоров фронтовикăн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Н.Зарубин летчикăн паттăрлăхĕ те мухтава тивĕçлĕ. Чылайăшĕ А.Тарасов "Çитмĕш" партизанăн вăрçă вăхăтĕнчи ырă ĕçĕсене сахал мар пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа икĕ хутчен, пĕрремĕш степеньлĕ «Аслă Отечественнăй вăрçăри партизана» медальпе икĕ хутчен наградăланă.

Музейра Мухтав орденне тивĕçнĕ ентешсене самай пысăк вырăн панă.

Совет Союзĕн Геройĕпе А.С.Казаковпа Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ П.П.Порфирьев çинчен пухнă материалсем те музейра тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ.

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă офицерсем çинчен те çырса кăтартнă.

Афган вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене халăх манмасть. Вĕсем çинчен те музейра тĕплĕн пĕлме пулать.

Автошкул администрацийĕ кунта вĕренекенсене çарпа патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Тăван çĕр-шыв Хÿтĕлевçин кунне халалласа çулсерен ирттерекен оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхĕнче винтовкăран перессипе, турник çинче туртăнассипе, кире пуканĕ йăтассипе, автомобиле кукăр-макăр çÿретессипе ăмăртусем йĕркелетпĕр, çар чаçĕн представителĕсемпе тĕл пулатпăр, республикăра ирттерекен тупăшусене хутшăнатпăр.

 

В. ШАШКИН,
автошкул начальникĕн заместителĕ.


20 января 2007
00:00
Поделиться