Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туслăх çĕнтерчĕ

о Спорт

Туслăх çĕнтерчĕ

ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2007 çула Ача çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Ача сывă çитĕнесси тÿрремĕнех физкультурăпа, спортпа туслă пулнинчен килет. Çакна тĕпе хурса «Аниш» тата «Урмары» (иккĕшĕ те Вăрмар поселокĕнчен) командисем хушшинче мини-футбол енĕпе турнир иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем - райадминистрацин социаллă аталану пайĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕ, «Çамрăк гварди» организаци. Вăййа йĕркелесе ирттерме çавăн пекех «Аниш» командăн тренерĕ С.Лушин нумай тÿпе хучĕ. Сăмах май, «Аниш» команда 2006 çулта Чăваш Республикинче 2-мĕш дивизион командисем хушшинче мини-футбол енĕпе ирттернĕ ăмăртусенче 28 командăран 2-мĕш вырăна тухса 1-мĕш дивизионра выляма тивĕç пулчĕЌ. Асăннă ăмăртура туслăх çĕнтерчĕ. Командăсене малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунар.

А.КРАСНОВ,
райадминистрацин физкультурăпа спорт
енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ.


20 января 2007
00:00
Поделиться