Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул çÿреме пурин те пĕлмелле

о ГИБДД асăрхаттарать

 

Çул çÿреме пурин те пĕлмелле

 

Çул-йĕр çинче инкек таврашĕ килсе тухасси çуран çÿрекенсенчен те, водительсенчен те нумай килет. Район территорийĕнче 2006 çулта 18 авари пулнă, вĕсенче 4 çын вилнĕ, 29-шĕ аманнă, сусăрланса юлнисем те пур. Çак инкексен сăлтавĕ çул çÿрекенсем тимсĕр пулнипех килсе тухнă, мĕншĕн тесен эрех ĕçсе руль умне ларакансем юлашки вăхăтра йышланса кайрĕç. Кун пеккисене пĕлтĕр 135 водителе тытса чарса аварине лекесрен хăтарса хăварнă. Анчах та ку вĕсемшĕн хакла ларнă. Пĕр-пĕрин кăмăлне пăсас мар тесен автомашинăсем патне эрех ĕçсен çывăха та пымалла мар, вара тин проблемăсем сахалтарах пулĕç.

Аварисен тепĕр сăлтавĕ - çуран çÿрекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. Акă, тĕслĕхрен, Вăрмар поселокĕнче эрнекунсенче пулакан пасар кунĕсенче урамсенче халăхĕ те, автомашинисем те хĕвĕшеççĕ. Кунта ытларах çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсаççĕ, уйрăмах - ватăрах çынсем. Çул урлă каçнă чухне айккинелле пăхмаççĕ, автобуссем çине ларнă чухне те вĕсемех умне-сумне пĕлмесĕр талпăнаççĕ, лăпкăлăха пăсаççĕ. Çамрăксем вара ытларах çул варрипе саркаланса утса пыма юратаççĕ. Хирĕç килекен автомашинăна та çул пама шухăшламаççĕ. «Нимех те пулмĕ, пăрăнса ĕлкĕрĕпĕр», - теççĕ-ши. Хăш-пĕр чухне инкек куçа курăнса килмест, харпăр-хăй асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест. Кĕçех çил-тăманлă çанталăксем пуçланĕç, çулсене хĕвсе лартма та пултарать. Хăш-пĕр чухне вĕсене йĕркеллĕ тасатса тăманнипе те аварисем пулаççĕ. Çавăнпа та çуран çÿрекенсен те, автомашина водителĕсен те çав тери асăрхануллă пулмалла. «Кая юлсан каю шăтать» тенĕ пек килсе ан тухтăр. Темле пулсан та çын пурнăçĕ чи хакли.

 

А.НИКОЛАЕВ,
районти ШĔП ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.


24 января 2007
00:00
Поделиться