Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача çулталăкĕнчи çĕнĕ улшăнусем

о Интервью

 

Ача çулталăкĕнчи çĕнĕ улшăнусем

 

Чăваш Енре 2007 çул - Ача çулталăкĕ. Çакна çирĕплетсе Николай Федоров Президент ятарлă Указ кăларнă. Унта вăл ачасене сывă тĕреклĕ ÿстерес, çемьесене пулăшас ĕçе тата тĕллевлĕрех, тимлĕрех туса пымаллине палăртнă. Çав вăхăтрах Раççей Федерацийĕн ачаллă граждансен патшалăх енчен пулăшмалли саккунĕсем те вăя кĕнĕ. Ача çулталăкĕ çĕнĕ улшăнусенчен пуçланчĕ.
Çавна май пирĕн корреспондент З.ПАВЛОВА районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕпе Т.ШИШКИНĂПА тĕл пулса хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
Татьяна Геннадьевна, ача çулталăк çурăна çитиччен амăшĕсене уйăхсерен паракан пособин виçи çемье тупăшĕнчен килет-и?
- 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен, федераци саккунĕ тăрăх, ĕçлекен (службăра тăракан) хĕрарăмсене ача пăхнăшăн паракан пособи виçи ÿсет. Вăл хĕрарăмăн юлашки 12 уйăхри вăтам ĕç ЊслужбаЌ укçин 40 проценчĕпе танлашать. Çавна май чи пĕчĕк виçе пĕрремĕш ачашăн - 1500 тенкĕ, иккĕмĕш тата ытти ачасемшĕн 3000 пин тенкĕпе танлашать. Пособин чи пысăк виçи 6000 пин тенкĕрен иртме пултараймасть.
Ытти категорири хĕрарăмсене, çав шутра пуçламăш, вăтам, аслă професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче кăнтăрлахи уйрăмра пĕлÿ илекенсене паракан пособи виçи те ÿснĕ. Вĕсен пособийĕ пĕрремĕш ачана пăхнăшăн - 1500 тенкĕпе, иккĕмĕш тата ытти ачасене пăхнăшăн 3000 тенкĕпе танлашать.
Ĕçлемен амăшĕсем уйăхсерен паракан ача пособине çулталăк çурăччен мĕн чухлĕ илсе тăрĕç?
- Халĕ ĕçсĕр амăшĕсен те уйăхсерен паракан ача пособине илме право пур. Пĕрремĕш ачашăн вĕсене - 1500 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн тата ыттисемшĕн 3000 тенкĕ тÿлеççĕ. Пособипе ача амăшĕ пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх органĕсем тивĕçтереççĕ.
Сăмах май, Чăваш Республикинче асăннă пособие 1998 çултанпа тÿлеççĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăтартăвĕ тăрăх, пĕлтĕр ăна 11, 4 пин хĕрарăм илнĕ.
Мĕнле документсем тăратмалла?
- Пособие çĕнĕ виçепе илме ача пăхакан амăшĕсен районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайне хушма документсем тăратмалла: ашшĕн ĕç вырăнĕнчен вăл ача пăхмалли отпускпа усă курманни тата пособи илменни çинчен калакан справка, ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство копийĕ.
Пособие пуçласа илекен хĕрарăмсен асăннă документсемсĕр пуçне тата çак документсене памалла: пособи пама ыйтса çырни, ача çуралнине " усрава илнине" çирĕплетекен свидетельство, ĕç кĕнекин палăртнă йĕркепе çирĕплетнĕ копийĕ.
Пособие ача çуралнă кунран параççĕ. Икĕ е ытларах ача çуралсан унăн виçи те çавăн чухлех ÿсет.
Усрава илнĕ ачашăн пособи мĕн чухлĕ тÿлеççĕ?
       - Районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайне ача пособине илес ыйтупа ачана хăйсем пăхакан ашшĕсемпе опекунсем те пыма пултараççĕ. Федераци саккунĕпе çавăн пекех ачана усрава илнĕ е çемьене йышăннă ашшĕне е амăшне, опекуна пĕр хут (единовременный) 8000 тенкĕ пособи тÿлессине çирĕплетнĕ. Çак пособие çемьене илнĕ кашни ачашăн уйрăммăн параççĕ.


24 января 2007
00:00
Поделиться