Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн ентеш - кĕçĕн сержант

о Çамрăклăх

 

Пирĕн ентеш - кĕçĕн сержант

 

Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Иванов службăра хăйне лайăх енчен кăтартать, чăваш ятне çÿлте тытать.

2002 çулта Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн пĕлĕвне малалла Шупашкарти профтехучилищĕре ÿстерет. Кунтах вăтам пĕлÿ тата çул-йĕр тăвакан машинăсен машинисчĕн профессине илет. Училище вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ĕçе вырнаçать. Анчах та нумай ĕçлеме май килмест ăна хăйĕн специальноçĕпе, салтака кайма черет çитет. 2005 çулхи декабрь уйăхĕнче Алешăна тăванĕсемпе юлташĕсем салтака ăсатса яраççĕ, командирсемпе начальниксен приказĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма наказ параççĕ.

Малтанах çамрăк каччă службăна Волгоград облаçĕнчи Волжск хулине лекет. Кунта ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн ăна Ставрополь крайĕнчи Георгиевск хулине куçараççĕ. Кĕçĕн сержанта отделени командирне лартаççĕ. Нумаях пулмасть вăл Чулхулара 3 уйăх командировкăра пулнă.

Алексей çамрăклах спортпа туслашнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл çуран чупас енĕпе шкул, район чысне хÿтĕленĕ, призлă вырăнсене çĕнсе илсе дипломсене тивĕçнĕ.

Пултаруллă тата сăпайлă командира салтаксем хисеплеççĕ.

Унăн ашшĕ - Михаил Николаевич çамрăклах çĕре кĕнĕ. Амăшĕ - Валентина Васильевна пĕчченех тĕрĕс воспитани парса ÿстерме вăй-хал çитернĕ. Паян вара вăл ывăлĕпе, Алексей Михайловичпа, çĕр-шыва юрăхлă çын пулнăшăн, салтакра ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнăшăн, чăннипех те савăнать, мухтанать те.

 

А. ХОВАНСКИЙ.



24 января 2007
00:00
Поделиться