Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултаруллă хĕр ачасем

о Çамрăклăх

 

Пултаруллă хĕр ачасем

 

Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта 8 «г» класра вĕренекенсем Т.Петровапа Т.Авксентьева вĕренÿре те хастар, шкулти обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнаççĕ. Иккĕшĕ те «5» паллăпа кăна вĕренеççĕ.

Татьяна Авксентьева алгебра предметне ытларах кăмăллать. Пушă вăхăтра вара компьютерпа интересленет. Хамăр тата ют çĕр-шывсен эстрада юррисене те итлеме юратать вăл. Малашне хăйĕн пурнăçне юрист профессипе çыхăнтарасшăн. Татьяна Петрован вара чи юратнă предмечĕсем: акăлчан чĕлхи тата вырăс литератури. Шкул пĕтерсен, куçаруçă пулма ĕмĕтленет. Вăрмарти музыка шкулĕнче те вĕренет. Е.Николаева класс руководителĕ Татьянăсен вĕренĕвĕпе кăмăллă. Ку класра пурĕ 30 ача пĕлÿ пухать. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ «5» паллăпа вĕренеççĕ.

Татьянăсен кунне ăçта паллă тума шутлатăр тесен, вĕсем: «Килте хамăр çемьепе уявласшăн», - терĕç.

 

З. ЕЛАКОВА.



24 января 2007
00:00
Поделиться