Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Тĕлĕнтермĕш уйĕнче» тĕлĕнтернĕ ентеш

о Çĕнтерỹçĕ

 

«Тĕлĕнтермĕш уйĕнче» тĕлĕнтернĕ ентеш

 

Пире «Тĕлĕнтермĕш уйĕ» передачăра хамăр ентеш, Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Эверскова, çĕнтерÿçĕ пулса тăни питĕ савăнтарчĕ.

Вăл Мускавран видеокамера, телевизор, DVD-плеер, савăт-сапа сервизĕ выляса илсе таврăнчĕ. Çавна пула эпир хамăр ентеш пурнăçĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме тăрăшрăмăр. Акă мĕн пĕлтĕмĕр ун çинчен. А.Эверскова йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, М.Абрамов, 30 çул хушши коопераци системинче ĕçлесе медальсемпе грамотăсем илме тивĕçлĕ пулнă. Амăшĕ, Анисия Афиногеновна, колхозра ĕçленĕ. Вĕсем 6 ача çуратса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе çĕр-шыва юрăхлă çынсем тунă. Вĕсен чи аслă хĕрĕ, Юлия Михайловна, ют чĕлхене вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ, Елена Михайловна, «Чувашсоюзра» аслă экономист пулса вăй хунă. Виççĕмĕш ачи вара, Геннадий Михайлович, подполковника çитнĕ. Халĕ Вологдăра пурăнать. Тăваттăмĕш ачи Лидия Михайловна та экономист профессине суйланă. Пиллĕкмĕш хĕрĕ, Эмма Михайловна, товароведра ĕçленĕ. Чи кĕçĕнни вара, Ангелина Михайловна, çак статьян тĕп сăнарĕ. Ангелина Михайловна 1946 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. 1955 çулта вăл Кивĕ Вăрмарти шкулăн 1-мĕш класне вĕренме каять. Шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ, 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерет. Ун хыççăн Хусан чукун çул больницинче медсестра пулса ĕçлет. Ангелина Михайловна врач пулас тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах пурнăç çулĕ ăна урăх йĕрпе илсе кайнă. Хăй суйласа илнĕ специальноçне вăл питĕ килĕштерет, унпа вăл кăмăллă. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарта 2-мĕш ТЭЦăн инженер-экономисчĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсенчен пĕри Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтерсе врач пулса ĕçленĕ. Халĕ вара Росгосстрах системинче вăй хурать. Кĕçĕн хĕрĕ инженер-энергетик пулса ĕçлет. Унăн аппăшĕ, Юлия Михайловна Ангелина Михайловнăна ăшă кăмăллă, çынна пĕрмай пулăшма пултаракан çын пек палăртать. Акă çакăн пек тĕлĕнтермелле ăслă та лайăх çын çĕнтернĕ «Тĕлĕнтермĕш уйĕнче». Эпир те, шкул ачисем, Ангелина Михайловна пек пулас тесе шкулта тăрăшса вĕренетпĕр, унран тĕслĕх илетпĕр.

 

Ю.ВЛАДИМИРОВА,
И. АЛЕКСЕЕВА,
Кивĕ Вăрмар шкулĕнчи
6-мĕш класра вĕренекенсем.


24 января 2007
00:00
Поделиться