Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Укçине аппа - 100 çулта

о Çулсем тата çынсем

 

Укçине аппа - 100 çулта

 

Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Пĕрин ĕмĕрĕ вăрăм, теприн - кĕске. Акă, эпир, Кавал ял администрацийĕн ĕçченĕсем Людмила Павлова, Маргарита Табакова тата хĕрарăмсен совечĕн пуçлăхĕ Ираида Огурцова Çиçтĕпе ялне çул тытрăмăр. Ку ялта çуралса ÿснĕ, унтах ватăлнă хĕрарăм, Серки Лександăрăн хĕрĕ, Укçине аппа кăрлач уйăхĕнче 100 çул тултарчĕ. Ăна саламлама, пурнăçра телейпе сывлăх сунма, парнесем парнелеме, унăн шăпине тишкерме кайрăмăр.

Пÿрте кĕтĕмĕр. Пире хирĕç Укçине аппа кинĕ - Василь Максимовичăн хĕрĕ Нина аппи тухрĕ. Укçине аппа вăранчĕ, вырăн çине тăрса ларчĕ. Пĕр ĕмĕр пурăннă ватă хĕрарăм ăнланмалла калаçать. Ĕçпе кушăрханă аллисем пĕчĕкленнĕн курăнаççĕ. «Хăлхисем илтеççĕ-ха пирĕн аннен», - пĕлтерет кинĕ.

Укçине аппа пилĕк ачаллă çемьере ÿснĕ, чи кĕçĕнни. Тăватă пиччĕшĕ, Петĕр, Сергей, Хветĕр, Кĕркури, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах пĕрин хыççăн тепри вăрçа тухса кайнă. Вĕсем пурте хаяр тăшманпа паттăрла çапăçса пуçне хунă. Каярахпа унăн упăшкине те вăрçа илсе кайнă. Кĕçĕн хĕрĕ Анька - кăкăр ачи. Çул çитмен ултă ачана Укçине аппа пĕччен çул çине тăратать.

Хаяр вăрçă умĕн çуралнă çамрăксем хресченĕн «йывăр» пурнăçне хăйсен куçĕпе курса ÿснĕ. Мăянпа хутăш пĕçернĕ çăкăр, кăмакара пĕçернĕ çĕр улми, вĕлтрен яшки асра вĕсен. Çуркунне хĕл каçнă çĕр улмине пуçтарса пашалу çисе ÿснĕ. «Аслă ачине, Стаччине, лайăхах пăхаймарăм пулĕ, чирлесе 1952 çулта çĕре кĕчĕ», - пăшăрханса пĕлтерет ватă хĕрарăм.

Çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ Укçине аппа кĕçĕн ачин - Анатолин çемйинче пурăнать. Тĕлĕкри пек курăнаççĕ халĕ ăна çĕрĕ-çĕрĕпе сăпка сиктерни, сÿс-çăм арлани, пир тĕртни, тĕрĕ тĕрлени, уйра ĕçлени. Пурне те çырас пулсан пĕр кĕнекене те вырнаçмĕ çĕр çулти хĕрарăм пурнăçĕ.

Аса-илÿпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать кинемей.

«Ĕлĕк эпир Кавал пасарне, ярмăрккăсене Çиçтĕперен сукмакпа çÿреттĕмĕр. Самана улшăнчĕ. Асфальт Мислере çитнĕ, теççĕ халăхра. Мăнуксемшĕн савăнатăп, вĕсем пирĕн яла часах автобуспа çÿреме тытăнĕç».

«Турă панă çирĕп сывлăх, пуласлăха шанни, кунĕн-çĕрĕн ĕç - чи пахи ĕнтĕ вăл. Анчах манăн пурнăçра телей тупăнни - ывăла ăнланакан хĕр - эпĕ хисеплекен кинĕм, Нина пулчĕ ĕнтĕ», - ассăн сывласа хуравлать ватă карчăк.

Сăра-эрехпе аташманни, йĕркеллĕ апат çини, çемьери йăла-йĕрке - урăхла каласан, пĕр-пĕрне ăнланни, кирлĕ-кирлĕ марпа тумхахлă çулшăн харкашманни, темĕнле йывăрлăхсенче те чăтса ирттерни пулĕ ĕнтĕ пĕр ĕмĕрти этемĕн пурнăçĕ.

 

Ю. МИХЕЕВ.
Кавал – Çиçтĕпе.


24 января 2007
00:00
Поделиться