Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ун пекки сахал

о Вулакан шухăшĕ

 

Ун пекки сахал

 

Эпĕ ас тăвасса 70 - 80-мĕш çулсенче пирĕн колхоз кĕрлесе çеç тăратчĕ. Вăл ун чухне «Знамя» ятлăччĕ. Районта та, республикăра та малтисен ретĕнчеччĕ. Авторитетлă колхоз председателĕ С.Галкин ертсе пыратчĕ. Республика шайĕнче иртекен семинарсем пирĕн колхозра пулатчĕç. Тĕлĕнетчĕç ĕçчен Аслăчак халăхĕнчен.

Фермăра кирпĕчрен тунă витесенче пăрусемпе ĕнесем, сыснасемпе сурăхсем, вăкăрсемпе лашасем, пурте пурччĕ хуçалăхра. Иртен пуçласа каçчен фермăран çын татăлман. Машинăпа трактор паркĕ пĕр-пĕр завода аса илтеретчĕ. Ял çынни валли ĕçĕ те туллиехчĕ. Уй-хирте куç виçейми тулли пучахлă пусăсемччĕ. «Симĕс ылтăн» тетчĕç хăмла пахчине, «Пахчи-пахчи, хăмла пахчи, чапĕ кайрĕ инçене» тесе юрлатчĕç хăмла участокĕнче. Кăшманне те, çĕр улмине те, ытти çимĕçне те тухăçлă çитĕнтернĕ. Усăсăр пĕр гектар çĕр те выртман.

Çĕнĕ самана таппине кĕрсен пурнăç йăлтах улшăнчĕ. Совхоз директорĕсем перчетке пек улшăнма тытăнчĕç. Пĕрин хыççăн тепри совхоз пурлăхне салатма тытăнчĕ. Кĕске вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх витисем пушанса пычĕç. Ĕç шавĕ тăракан фермăсемпе парк территорийĕсем вăрçă хыççăнхи вăхăта аса илтерекен пулчĕç. Ишĕлсе, пушанса юлнă фермăри пăру, вăкăр, сысна витисен чÿречисене кăларса кайнă, кирпĕч стенасем ишĕлсе аннă, çивиттисене сÿсе илнĕ. Çунса кăмрăкланса юлнă общежити хăрушшăн курăнса ларать. Лашасем усракан вите те çĕрпе шайлашрĕ. Кĕске вăхăтрах кирпĕч стенасене сÿтсе, сутса ячĕç, йĕри-тавра тытнă карти те çавăнталлах кайрĕ. Лашисем те пач! куçран çухалчĕç. Çĕрĕсем те çум-курăкпа витĕнчĕç.

Кăçал тинех хуçалăх ĕçченĕсем тарăннăн сывлама тытăнчĕç. Унчченхи директора Петрова Валентина Васильевнăпа улăштарчĕç. Совхоз хăй тĕллĕн нимĕнле те малалла кайма пултарайманнине шута илсе МУП «Строитель» çумне çирĕплетрĕç. Унăн директорĕ В.Лебедев çине тăнипе 200 гектар çĕре сухаласа тырă акса хăварма пултарчĕç. Мĕн чухлĕ тăрăшрĕç В.Петрова директорпа С.Мельников агроном ĕçе йĕркелесе ярас, çур акине вăхăтра ирттерес тесе. Пур çĕре те çитме тăрăшрĕç, халăха хавхалантарчĕç, малалла пăхмаллине вĕрентрĕç. Ĕлĕкхи евĕрлĕ çур аки пĕтсен Акатуй туса савăнтарчĕç. Халăхăн ырă йăла-йĕркине упрама вĕрентрĕç.

МУП «Строитель» директорĕпе «Арабоси» агрофирма килĕшÿ турĕç. МУП «Строитель» пире пăрахрĕ. Аванах пурăнма тытăннăччĕ-ха ун хÿттинче. Уйăхсерен аванспа та пулин укçа тытса куртăмăр. Халĕ «Арабоси» агрофирма ĕçченĕсем пулса тăчĕç ял çыннисем. Акса тунă тыррине те агрофирма пуçтарчĕ. Хуçалăх ертÿçи В.Петрова халăха ырă пултăр тесе тăрăшрĕ. Унăн пĕтĕм ĕçĕ «Чакинский» хуçалăхпа çыхăннă. Ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ вăл. Ял çыннин нушине, савăнăçне пĕтĕмпех пĕлсе тăрать. Унччен вăл совхозра агрономра ĕçленĕ. Йывăрлăхсенчен пĕрре те хăраса тăмарĕ, тулли лава аванах туртса пыма пуçланăччĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр выльăх витине сукмак такăрлатрĕ, юсавсăр техникăна хута яртарчĕ. Ваттисем те, ял-йыш та ăна хисеплет. Сăмаха çилпе вĕçтермест. Вăл çав тери мал ĕмĕтлĕ çын, хăй тĕлейне халăхра курать. Уй-хирте вара вăл хăйне чăн-чăн хуçа пек туять. Йăл кулă çиçет ун пит-куçĕнче. Анчах та çакна Арапуçсем хаклама пĕлмерĕç. Ним сăлтавсăр ĕçсĕр тăратса хăварчĕç. Шел, сахалтарах пирĕн хушăра çавăн пек ертÿçĕсем пулмалли çынсем. Çавăнпа пурнăç майĕпен улшăнса пырать.

 

Л. ЛЕВСКАЯ,

учитель-пенсионер.

Аслă Чак ялĕ.



24 января 2007
00:00
Поделиться