Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кăшарни

Кăшарни

 

Мăнçырмари тата кÿршĕ ялсенче пурăнакан çынсем кăшарнине крещенине анлăн паллă тунă. Чиркÿ настоятелĕ Леонид атте чиркÿре кĕл тунă, унтан чиркĕве пынă çынсемпе çырмана çăл патне аннă.

Унта халăх йышлăн пуçтарăннă, вĕсем витресене, кÿршĕ ялсенчен килнисем банкăсем тата ытти савăтсене шыв тултарнă. Чиркÿ настоятелĕ çăл патĕнче те кĕл тунă. Кăшарни кунĕ те лайăх пулчĕ, пĕр вăхăт çуркунне пек хĕвел те йăл пăхса илчĕ. Хăш-пĕр чухне вăл кун шартлама сивĕсем тăратчĕç. Юлашкинчен Леонид атте чиркÿ йăлипе шыв тултарнă витресене, банкăсене, пăрăх витĕр юхса тухакан шыва светить тунă. Пуçтарăннă халăх хăйсен савăчĕсене илсе кăмăллăн килĕсене саланнă.

 

Г. ПЕТРОВ,
обществăлла корреспндент.


27 января 2007
00:00
Поделиться