Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Опытпа паллашма

о Туслă çыхăну

 

Опытпа паллашма

 

Тăвай районĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕпе пирĕн редакци коллективĕсем хушшинчи туслă çыхăну тахçантанпах йĕркеленнĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, çĕннине ĕçе кĕртесси, малалла ăнтăласси - кашни коллектившăнах тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Çак кунсенче пирĕн районти хаçат ĕçченĕсем Тăвайĕнчи ĕçтешсемпе тĕл пулчĕç.

Тăвайсене илес пулсан вĕсем хăйсен хаçатне халĕ Канашри типографире пичетлеççĕ, пурнăç уттипе тан пыма тăрăшаççĕ.

Вăрмарсем вара хăйсен хаçатне Çĕрпÿри типографире кăлараççĕ, район хаçачĕн тиражĕ çулсерен ÿссе пыни чăннипех те савăнтарать.

Тĕл пулура Тăвай тата Вăрмар районĕсен тĕп редакторĕсем О.Сергеевăпа П.Алексеев коллективсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Тăвай район хаçачĕн редакцийĕнче иртнĕ тĕл пулăва кÿршĕ район администрацийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Чайкин, райадминистрацин социаллă аталану, культура тата спорт пайĕн тĕп специалисчĕ Л.Павлова хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.

Тĕл пулу икĕ еншĕн те усăллă иртрĕ. Туслăха çирĕплетекен, ĕçе лайăхлатма пулăшакан çакăн пек тĕл пулусене малашне те йĕркелеме калаçса татăлтăмăр.

 

А. ХОВАНСКИЙ.



27 января 2007
00:00
Поделиться