Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕнче вăрçине хутшăннă

о Килти архивран

 

Тĕнче вăрçине хутшăннă

 

Максим Григорьев Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. 29 çула çитсен, тăватă ачине мăшăрĕпе хăварса, пĕрремĕш тĕнче вăрçине тухса каять. Унтан сывах таврăнать. Мăшăрĕпе тепĕр виçĕ ача çуратса пăхса ÿстереççĕ. 1930-мĕш çулсенче Максим Григорьевич ялта колхоз йĕркелеме активлă хутшăнать.

- «Чувашский крестьянин» ятлăччĕ тин кăна йĕркеленнĕ колхоз. Аттепе анне 7 ачапа колхоза кĕчĕç. Эпĕ 7 çулта пулнă. Колхозра ĕçлеме пуçланă. Ял çыннисене ĕçе каймалли çинчен килĕрен каласа çÿреттĕм, - аса илет халĕ 83 çулхи Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, Максим Григорьевичăн кĕçĕн хĕрĕ, Антонина Максимовна Гурьева ветеран.

М.Григорьев 78 çула çитсе пирĕнтен уйрăлать, çĕре кĕрет. Хăй вăхăтĕнче колхоз йĕркелеме активлă хутшăннă активиста, уй-хир бригадирне ялйыш ырăпа кăна аса илет.

 

А. ХОВАНСКИЙ.



27 января 2007
00:00
Поделиться