Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе парăннă коллектив

о Райпо ĕçĕ-хĕлĕ

 

Ĕçе парăннă коллектив

 

Прилавок умĕнче пысăках мар, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăм, илемлĕ пит-куçлă сутуçă хыпаланса кăна тăрать. Аллисем вăр-вар выляççĕ унăн.

- Кăлпасси тетĕр? Халех. Хамăрăнне е Етĕрне райповĕнче тунине? Миçе килограмм виçсе парас? - васкавлăн калаçать хăй ĕçленĕ хушăрах.

Пĕрисем кĕрпе, песок, теприсем çăкăр, вĕтÿ; виççĕмĕшсем ытти таварсем туянаççĕ. Черет хăвăрт шăвать, никам та вăрах кĕтсе тăмасть.

Акă, виçе тараси умне утмăл çулсенчен иртнĕ хĕрарăм пырса тăчĕ.

- Çĕр çырлинчен пĕçернĕ варени çук-ши тесе килтĕм, - терĕ вăл хĕрарăм çине тинкерсе.

- Çĕр çырлинчен пĕçернĕ варени икĕ кун каялла кăна пĕтрĕ. Чие çырлинчен пĕçерни пур. Чей ĕçме питех те аван. Кăмăлăр пулсан туянăр, - ăшшăн хуравлать ăна сутуçă.

- Юрĕ эппин, чие варени тутанса пăхăп, - хăй тĕллĕн калаçса илчĕ карчăк.

- Çак «Заря» лавккана кĕрсен, мĕн те пулин илмесĕр тухас çук вара, - тет тулли сумкăпа тăракан А.Иванова пенсионерка.

Çапла, тавар туянакансем шăкăл-шăкăл калаçса килĕсене кăмăллăн саланаççĕ.

Поселокра çĕнĕ «Заря» лавкка уçни икĕ çул кăна çитет-ха. Кунта халиччен 7-8 çын ĕçленĕ пулсан, халĕ тăваттăн кăна ĕçлеççĕ. Суту-илÿ планĕсене ирттерсе тултарассишĕн хĕрсем канăçа пĕлмесĕр тăрăшаççĕ. Кунта магазин заведующийĕ пулса Вера Иванова ĕçлет. Вăл Зоя Казакова, Елена Федорова ÿкерчĕк çинче Лина Сорокина сутуçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ кăмăллă. Ваттисенчен те, çамрăккисенчен те ку коллектив пирки ырласа калаçнине кăна илтетĕн. Пысăк опыт пухнă кунти сутуçăсем. Çапла пулмасăр. Акă, Зоя Семеновна Казакова лавккара пурĕ 21 çул ĕçлет. Тикаш хĕрĕ пулнă вăл. Райпори сутуçăсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, икĕ хутчен Шупашкарта хăйĕн пĕлĕвне ÿстернĕ. Тавар туянакансемпе яланах сăпайлă калаçать, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать.

«Маттур. Нихăçан та ÿркенсе тăмасть пирĕн Зоя», - теççĕ ун çинчен.

Хăш-пĕр лавккасене кĕрсен, уйрăм сутуçăсем çынсен ыйтăвĕ çине çакăн пек хуравлани илтĕн: «Çук! Кÿрсе килмен-ха». Ун пек чухне тавар туянма пынă çын лавккаран кăмăлсăррăн тухса каять.

Кунти сутуçăсем ун пек хуравланине нихăçан та илтмен. Заведующи ĕç çыннисене кирлĕ таварсене кÿрсе килме райпона вăхăтра пĕлтерсе тăрать. Ку е тепĕр тавар çук пулсан, çавăн майлă урăх тавара туянма сĕнеççĕ сутуçăсем.

Хастар çынсен ĕçĕ те ăнса пырать, теççĕ халăхра. Ку коллектив 2006 çулта тавар çаврăнăш планне ăнăçлă пурнăçларĕ. 4 миллион та 220 пин тенкĕлĕх тавар сутнă.

Ирхине. Çичĕ сехет çитеймен-ха. В.Иванова лавккана уçрĕ. Ĕçе каякансем, çăкăр е ытти тавар туянакансем лавккана пĕрин хыççăн тепри кĕреççĕ.

Ырă кун пултăр, Зоя, Лина, Елена тата Вера.

 

Г. ЧЕРНОВ,

обществăлла корреспондент.

Вăрмар поселокĕ.



31 января 2007
00:00
Поделиться