Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлекенĕн ĕç тупăнать

Ĕçлекенĕн ĕç тупăнать

 

«Тирпей-илем кĕртесси – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем чи малтан пурнăçламалли ĕç», - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çулхи ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.

Тасалăхпа йĕркелĕх ытларах чухне хамăршăнах пулнине шута хурса тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Вăрмар хула тăрăхĕнче вăй хуракансем. Пĕлетпĕр ĕнтĕ кăçал Чăваш Ен Республика кунне Шупашкарпа Куславкка хулисенче ирттерме хатĕрленнине. Ку хуласенче тахçанах канăç пĕтнĕ пулĕ. Пирĕн районта та çак чаплă куна тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илессишĕн кашни çулах хăйне евĕрлĕ тăрăшаççĕ, чи малтанах поселок, ялсенчи урамсене тирпей-илем кĕртессишĕн çине тăраççĕ. Вăрмар хула тăрăхĕ вара ку ĕçе хĕл кунĕнчех пуçланă. Урамсенче хăрма пуçланă йывăçсене касса тирпейлеççĕ. Ку ĕçе вĕсем «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприятипе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ ÿкерчĕк çинче.

 

А.НИКОЛАЕВА.



31 января 2007
00:00
Поделиться