Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачан тĕрекĕ - çемье

о Пуху

 

Ачан тĕрекĕ - çемье

 

Çемье кăна - чи малтан çемье! - ăс-хакăл енчен сывă тата пиçсе çитнĕ çынна воспитани парас енĕпе тумалли ĕçе хăй çине илмелле», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çак шухăша Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ашшĕ-амăшĕсемпе ирттернĕ пухура та çирĕплетрĕç.

Пухăва шкул директорĕ А.Димитриев уçрĕ, кун йĕркинче пăхса тухмалли ыйтусемпе паллаштарчĕ, 2006 çулхи шкул ĕçĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Унăн калаçăвĕнчен çакă паллă пулчĕ: Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула 320 ача вырнаçмалăх тунă. Хальхи вăхăтра унта пурĕ 114 ача пĕлÿ пухать. Шкул çумĕнче ача сачĕ ĕçлет. Кунта 3 воспитатель тата вĕсене пулăшакансем 46 ачана тĕрĕс-тĕкел çитĕнме пулăшаççĕ. Çулталăк çурăна çитнĕ ачасене йышăнаççĕ. 2006 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Патти ялĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен шкул хупăннă. Çак ялти ачасем халĕ Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренеççĕ, кунтах пĕлÿ пухма Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи ачасене те «Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн автобуспа илсе çÿреççĕ.

Асăннă шкулта пурĕ 17 вĕрентекен вăй хурать. Вĕсенчен «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята - 2, «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» - 3, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Хисеп грамотине - 1, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине 1 çын тивĕçнĕ. Иртнĕ çул Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекенĕ Л.Цыфаркина тивĕçнĕ. Çакă вара ачасен вĕренĕвĕн пахалăхне татах та ÿстерме пулăшать. Кăçал та РФ Президенчĕн В.Путинăн грантне тивĕçме физкультура учителĕ А.Ноздрин тата республика шайĕнче иртекен «Самый классный класс» конкурса вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Г.Ноздрина хутшăнаççĕ.

Çамрăк ăрăва ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшасси малти вырăнта. «Сывлăхлă пулас тесен вара физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла», - тет Александр Михайлович Ноздрин ачасене. Шкулта халĕ 4 спорт секцийĕ ĕçлет. Унсăр пуçне уроксем пуçланиччен кашнинчех спортзалта ачасемпе тĕрлĕ спорт вăййисем иртеççĕ. Çавăнпа та пулĕ кунти вĕренекенсем районта, республикăра иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене тухаççĕ.

«Хальхи вăхăтра вĕренекенсем влли çĕнĕ йышши 7 компьютер пур. Унпа пĕрлех лазерлă принтер, медиапроектор пурри те вĕрентÿ процесне чылай çăмăллатать. Библиотека фончĕ пуян, 26 пин экземпляр кĕнеке. Культурăллă мероприятисем йĕркелеме видеомагнитофон, музыка центрĕ туяннă.

Шкул çумĕнче участок пур. Биологипе хими учителĕ Р.Васильева йĕркеленипе çуллахи вăхăтра ачасем çак участокра тĕрлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ. Çавна май вĕренекенсене шкул столовăйĕнче вĕри апат йÿнĕрех хакпа çитеретпĕр .

Кашни çул шкул тата ача садĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçлатпăр. 2006 çулта 28 пин тенкĕлĕх çак ĕçсене пурнăçланă. 110 пин тенкĕлĕх компьютер техники туяннă. Пĕтĕмĕшле каласан, шкулăн пурлăхпа техника базине çирĕплетес енĕпе ĕçсем нумай пурнăçланă», - терĕ А.Димитриев хăйĕн калаçăвне пĕтĕмлетнĕ май. Унтан вăл шкул пурнăçне йĕркелесе, ертсе пыракан канаш суйламалли çинчен пĕлтерчĕ. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем 4 çынна сĕнчĕç, пурте пĕр сасăллă пулса вĕсене суйларĕç.

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Г.Данилова, информатика тата математика учителĕ С.Егорова ачана воспитани парас тĕлĕшпе шкул тата çемье пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç. Çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ М.Синичкина районта çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвасси иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чакни, ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене ытларах тимлĕх уйăрмалли, çул çитмен ачан канăвне, вĕренĕвне тĕрĕс йĕркелемелли çинче чарăнса тăчĕ.

 

З. ЕЛАКОВА.



31 января 2007
00:00
Поделиться