Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе

Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе

 

Эрнекун Шупашкарти Пичет çуртĕнче Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртнĕ. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов республика Президенчĕн Н.Федоровăн саламне вуласа панă.

Савăнăçлă мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ В.Мидуков, ЧР журналистсен Союзĕн правлени председателĕ В.Комиссаров, хаçатсен тĕп редакторĕсем, ученăйсем, пичет, полиграфи ĕçченĕсемпе ветеранĕсем, обществăлла корреспондентсем тата ыттисем хутшăннă.

Пичет ĕçĕнчи тата республикăри тĕрлĕ конкурссенче палăрнă уйрăм çынсемпе коллективсене наградăсемпе парнесем парса чысланă. Вĕсен йышĕнче пирĕн район хаçачĕн коллективĕ те пĕрре кăна мар палăрнă.

П. АЛЕКСЕЕВ.



31 января 2007
00:00
Поделиться