Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх дружини - пысăк вăй

о Йĕрке хуралĕнче

 

Халăх дружини - пысăк вăй

 

Право йĕркине пăсассине асăрхаттарас, граждансене тĕрĕс çул çине тăма пулăшас енĕпе общественность самаях витĕм кÿрет. Ку енĕпе ирĕклĕ халăх дружинисем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Районта ирĕклĕ халăх дружинисем 16, постсем - 12 йĕркеленĕ. Вĕсем кашни ял тата хула тăрăхĕнчех пур, пурĕ 297 дружинника пĕрлештерсе тăраççĕ.

Дружинăсем план тăрăх ĕçлесе пыраççĕ, дружинниксем çирĕплетнĕ графикпа дежурствăна тухаççĕ. Ĕçре вĕсем тĕрлĕ меслетсемпе усă кураççĕ: патрульте хăйсем тĕллĕн те, шкулсенчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсемпе тата милици сотрудникĕсемпе пĕрле çÿреççĕ.

Халăх дружинисен ĕçне йĕркелесе пыма 8 çынран канаш туса хунă. Унăн председателĕ - район пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ - Ю.Соколов. Канаш ларăвĕсенче дружинăсен ĕçне лайăхлатмалли ыйтусене сÿтсе яваççĕ, ял тăрăхĕсенчи халăх дружинисен ĕçĕ çинчен отчетсем итлеççĕ.

Иртнĕ çулталăк пуçламăшĕнче канаш ларăвĕнче «Районти право йĕркисене сыхлакан органсен ĕçченĕсен координаци канашĕн ларăвĕн йышăнăвне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе халăх дружинисен ĕçне çĕнетсе лайăхлатасси çинчен» ыйту пăхса тухрăмăр. Каярахпа профилактика тата халăх дружинисен канашĕсен пĕрлехи ларăвне Пинер ял тăрăхĕнче тухса ирттертĕмĕр. Унта «Право йĕркисене пăсасран профилактика ĕçĕсене комплекслă туса пырасси çинчен» 2006-2008 çулсем валли йышăннă районăн тĕллевлĕ программине пурнăçа мĕнле кĕртсе пыни çинчен сÿтсе яврăмăр.

Канашсен пĕрлехи ларăвĕнче çавăн пекех Вăрмар хула, Пысăк Енккасси тата Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче право йĕркисене пăсасран асăрхаттарас енĕпе профилактика канашĕсем мĕнле ĕçлесе пынине пăхса тухрăмăр.

Халăх дружинисен ĕç-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе Арапуçĕнчи, Пысăк Енккассинчи, Чулкасри, Чупайĕнчи, Энĕшпуçĕнчи, Пинерти тата Вăрмар поселокĕнчи дружинăсен ĕçне тĕрĕслерĕмĕр. Тĕрĕслÿ çакна кăтартса пачĕ: Шăхаль, Энтрияль, Пинер ял тăрăхĕсенчи халăх дружинисем шкулсенчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсемпе пĕрле ăнăçсăр çемьесенче час-часах пулаççĕ, çул çитмен ачасене право йĕркисене пăсасран асăрхаттарас енĕпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Тăрăшнин усси пурах. Шăхаль ял тăрăхĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен районти комиссинче учетра тăракан пĕр çамрăк та çук.

Çав вăхăтрах Кавал, Пысăк Енккасси, Арапуç, Чулкас, Кĕлкеш ял тăрăхĕсенче халăх дружинисем кирлĕ пек пуçарулăх кăтартмаççĕ.

Тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра ял тăрăхĕсенче милици сотрудникĕсемпе пĕрле дружинниксенчен постсем йĕркеленĕ. Çивĕч куçлă дружинниксем Урнар ялĕнче утă вăррисене тытса чарнă.

Çанталăк сивĕтсе пынă май, Вăрмар поселокĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен патрулĕпе пĕрле шанчăксăр ачасен пурнăçĕсемпе интересленсе пурăнакан çуртсенчи путвалсене тĕрĕсленĕ. Çуртсемшĕн яваплă çынсене путвалсене питĕрме хушнă.

Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе поселокри 27 предприятипе организаци тата учреждени коллективĕсене явăçтарнă. Яваплăха туйса ĕçлекен ирĕклĕ халăх дружинисене палăртас килет. Акă вĕсем: «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприяти, ачасен искусство шкулĕ, «Теплосеть», Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул, почтамт, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ.

Халăх дружинисем милицин участокри уполномоченнăйĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пире чăннипех те савăнтарать. Энĕшпуç тата Аслă Чак ял тăрăхĕсенчи милицин участокри уполномоченнăйĕ С.Авксентьев кунти ирĕклĕ халăх дружинисен командирĕсемпе Н.Изосимовпа тата В.Ивановпа тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсем çине тăнипех кунти йĕркесĕрлĕхе, право йĕркине пăсакансене тăрă шыв çине кăлараççĕ.

Иртнĕ çул дружинниксем патруле пурĕ 758 хутчен тухнă, вĕсенчен 320-шне милици сотрудникĕсемпе пĕрле. Дружина членĕсем районти шалти ĕçсен пайĕ ирттернĕ профилактикăлла мероприятисене 31 хутчен хутшăннă, право йĕркине пăснă 24 çынна тытса чарнă, 5 преступление уçса панă, 2 преступника тытнă.

 

Н. СТЕПАНОВ,
районти ирĕклĕ халăх дружинин командирĕ.


31 января 2007
00:00
Поделиться
;