Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван тавралăха упрар

Тăван тавралăха упрар

 

Пирĕн тавралăх ытарайми хитре. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те эпир тавралăх илемĕпе киленетпĕр: çулла - улăхри хитре чечексем куç тулли илемĕпе илĕртеççĕ.

Çуркунне вара йывăçсем шап-шурă чечекре ларнă чухне епле хитре тата! Кĕрхи сарă çулçăсем çийĕпе утнă чухне çеп-çемçе тÿшек çийĕн пынă пек туйăнать. Хĕлле вара, лапка-лапка юр çунă чухне, кăкăр тулли уçă сывлăша сывласа илсе киленес килет. Анчах эпир çак илемлĕхе кÿрентерес пулсан ун илемĕ те пачах çухалĕ. Манăн шутпа, кашни çыннăн çут çанталăка сыхламалла. Çавăнпа та шкул ачисем çулленех тăрăшаççĕ: йывăçсем лартаççĕ, çăлсене тасатаççĕ. Вĕсен хушшинче эпĕ те хам пултарнă таран çут çанталăка пулăшма васкатăп. Тăван ял хуçалăхне вара çулла тата кĕркунне ĕçлеме каятăп. Çулла эпир фермăра хур чĕпписене сыхлама пултаратпăр, кĕркунне çĕр улми кăларма пулăшатпăр.

Манăн кашни ачана çут çанталăка сыхлама тата ял хуçалăхра ĕçлесе пулăшу пама сĕнес килет. Мĕншĕн тесен çут çанталăк - вăл пирĕн кил.

 

Ю. ВЛАДИМИРОВА.



31 января 2007
00:00
Поделиться