Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ветерансене чысларăмăр

Ветерансене чысларăмăр

 

Чăваш пичечĕн кунне халалласа хаçатра ĕçлесе пенсие тухнă ĕç ветеранĕсемпе «Хĕрлĕ ялав» редакцийĕнче тĕл пуласси йăлана кĕрсе пырать. Тĕл пулăва район хыпарçин тĕп редакторĕ П.Алексеев уçрĕ. Вăл хаçатăн иртнĕ çулти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Йывăрлăхсем çинче те чарăнчĕ, çитĕнÿсене те асăнчĕ.

Иккĕмĕшĕ чăн та ытларах - хаçат содержани, полиграфи енчен лайăх еннелле ÿсĕмсем тусах пырать. Çакна тираж ÿссе пыни те, республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче малти вырăнсене тухни те çирĕплетет. Унсăр пуçне хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 75 çул çитнине халалласа тĕрлĕ конкурс-викторинăсем, спорт ăмăртăвĕсем те ирттернĕ.

Петр Васильевич пур ветерана та тав çырăвĕсем пачĕ. Ветерансем те хăйсен сăмахĕнче хаçат сăн-сăпачĕ лайăх еннелле улшăннине палăртрĕç, хăйсене сума сунăшăн тав турĕç, редакци ĕçченĕсемпе малашне те алла-аллăн тытăнса ĕçлеме шантарчĕç.

 

В. ТОЛМАТОВ.



31 января 2007
00:00
Поделиться