Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Федоровсем - çар çыннисем

о Династи

 

Федоровсем - çар çыннисем

 

Федоров Леонид Николаевич Энтриялĕнче нумай ачаллă Николай Федорович Федоровпа Софья Никитична Никитина çемйинче 1928 çулта çуралнă. Çемьере кĕçĕнни, улттăмĕш ача пулнă, амăшĕн юратăвĕн ăшшипе ÿснĕ. Леонид Николаевичăн ачалăхĕ 1941-1945 çулсенче, ытти вăрçă ачисем пекех, пулман та. Ялан колхозра фронт валли, çĕнтерÿшĕн ĕçлеме тивнĕ.

Çуллахи вăхăтра ĕçленĕшĕн, ячĕшĕн, кăштах тырă паркаланă. 1945 çулта тăван ялти, Энтриялĕнчи тулли мар вăтам шкулта 7 класс пĕтерсен, Канаш хулинчи финанс техникумне вĕренме кĕнĕ. Финанс техникумне пĕтерсен, Леонид Николаевича 1948 çулхи çурла уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ Њвăл вăхăтра Совет Çарĕ теменЌ. Чугуев хулинчи, Украина ССРĕ, сывлăш çар вăйĕсен училищинче, летчикăн - парашютист-десантникăн йывăр çар специальноçне алла илет. Астăватăп-ха, тăван яла, ун чухне амăшĕ Софья аппа та пурăнатчĕ, летчик çар тумтирĕпе икĕ хутчен килнине. Амăшĕ вилсен, юлашки çула ăсатма килнине Натали аппăшĕн ачисем каланине илтнĕччĕ. Эпĕ ыйтса çырнипе хăй çинчен ман пата кĕскен çыру çырса ячĕ. Çыру тăрăх çакна пĕлтĕм: вăл курсантран пуçласа полковника çити ÿснĕ. Совет Çарĕнче 37 çул хушши сывлăш çар вăйĕнче службăра пулнă. 5000 хутчен парашютпа сикнĕ, 13 хутчен сывлăшри кăтартуллă катапультированине хутшăннă. Совет Союзĕн, Укараинăн парашют спорчĕн мастерĕн ятне илме тивĕç пулнă. Нумай çул хушши Харьков хулинчи летчиксене хатĕрлекен университетра парашют-десант службин начальникĕ пулса ĕçленĕ. Вăл вĕрентнисенчен нумайăшĕ паллă летчика тухнă, космонавта тухнисем те пур. Леонид Николаевичăн ывăлĕ ашшĕ пекех çар çынни. Сывлăш десант çарĕн подполковникĕ халĕ сывлăхĕ япăхланнипе оставкăна тухнă. Мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕ, аслашшĕ, ашшĕ пекех çар çыннисем. Аслашшĕ пуçарнă çар çыннин ĕçне малалла тăсаççĕ. Леонид Николаевичăн çар ĕçĕнчи хастарлăхне, пултарулăхне тивĕçлĕ хакланă. Вăл правительствăн нумай наградисен кавалерĕ. Хальхи вăхăтра Харьков хулинче пурăнать. Сывлăхĕ япăхланнине пула тăван ялне, тăван ене килме пултараймасть. Кунта çакна çырни те вырăнлă. Николай Федорович Федоровпа Никитина Софья Никитична çемйинчен 1941-1945 çулсенчи тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă вăрçа виçĕ ывăлĕ хутшăннă. Леонид Николаевич пиччĕшĕсем вăрçă пуçланиччен çар службинче тăнă. Ваçли ывăлĕ вăрçăн малтанхи кунĕнчех хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ. Тăван яла, ашшĕ-амăшĕ килне çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шут ĕçĕнче вăй хунă. Тахçанах çĕре кĕнĕ. Николай Федоровичпа Софья Никитичнăн икĕ ывăлĕ Иванпа Кĕркури ĕмĕрлĕхех юнлă вăрçăн хирне выртса юлнă. Вĕсем тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн хаяр тăшманпа çапăçса çамрăк пурнăçне хĕрхенмен, çĕнтерĕве çывăхлатнă. Николай Федорович Федоров 1904-1905 çулсенчи вырăс-япун вăрçине хутшăннă. Хальхи вăхăтра Энтриялĕнче Федоровсен аслă хĕрĕн Марьен хĕрĕ хăйĕн ачин çемйипе пурăнать. Вĕсем хăйсен полковник куккăшĕпе, Леонид Николаевичпа тата унăн ачипе, мăнукĕпе мухтанаççĕ, савăнаççĕ.

 

А. ВИШНЕВСКИЙ.

Энтрияль ялĕ.



03 февраля 2007
00:00
Поделиться