Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрарăм - çулталăк директорĕ

о Конкурс

 

Хĕрарăм - çулталăк директорĕ

 

«Вăрмарти çĕвĕ фабрики» хупă акционерлă общество директорĕшĕн С.Белоусовашăн чи асра юлнă самантсенчен пĕри - ЧР Министрсен Кабинечĕ, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ, «Чăваш Енри хĕрарăм - предприниматель ассоциацийĕ» регионти обществăлла организацийĕ ирттернĕ «Хĕрарăм - çулталăк директорĕ» конкурсра Светлана Николаевна виççĕмĕш вырăн йышăнни.

С.Белоусова çĕвĕ фабрикинче 1983 çултанпа вăй хурать. 23 çул хушшинче вăл çĕвĕ изделисен контролерĕнчен пуçласа генеральнăй директор таран хăпарма пултарнă.

Унчченхи çулсенче фабрика йывăр вăхăтсене тÿссе ирттернĕ, панкрута тухас патнех çитнĕ. Светлана Николаевна çак предприятие ертсе пыма пуçласан, фабрика «тĕпсĕр авăртан» тухрĕ. Халĕ вăл экономика тĕлĕшĕнчен районта лайăх аталанса пыракан предприятисен шутĕнче. Паянхи куна илес пулсан кунти рабочисем ытларах ĕç тумĕ, вырăн таврашĕ çĕлеççĕ.

2006 çулта 12 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, çавăн чухлĕ сутнă. Ку унчченхи çулхипе танлаштарсан чылай ытларах. Коллектив йышĕ те çулран çул ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 176 çын вăй хурать. Пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те тимлет С.Белоусова генеральнăй директор. Акă иртнĕ çул çĕнĕ çĕвĕ машинисем туяннă. Унсăр пуçне матрацсем çĕлекен тепĕр цех уçнă.

Çамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси те малти вырăнта. Çавна май иртнĕ çул фабрика коллективĕ çамрăксенчен ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе республикăра ирттернĕ конкурсра «Промышленность» номинацинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

«Пахалăх палли - предприяти чысĕ», - тет Светлана Николаевна. Кунта туса кăларакан продукци пысăк пахалăхпа палăрса тăрать. Çавăнпа тавара Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсем çийĕнчех туянаççĕ.

«Пĕрлĕхре - вăй, çирĕп малашлăх», - палăртать С.Белоусова генеральнăй директор. Апла пулсан, çăмăл мар, çав вăхăтрах пархатарлă, халăха кирлĕ ĕçре вĕсене ăнăçусем сунар.

 

З. ПАВЛОВА.



03 февраля 2007
00:00
Поделиться
;