Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци проекчĕ вăй илчĕ

о АПК аталанăвĕ

 

Наци проекчĕ вăй илчĕ

 

Иртнĕ çул хушма хуçа лăхсене тытса пыракансемшĕн патшалăх шайĕнче йышăннă «Ял хуçалăх аталанăвĕ» наци проектне çирĕплетнипе тата ăна пурнăçа кĕртме пуçланипе уйрăмах паллă пулса тăчĕ. Вăл ял хуçалăхне çĕнĕлле пурăнмаллин тата пурнăç тĕрекне çĕклемеллин çул-йĕрне уççăн кăтартса пачĕ.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи çул районĕпе 552 хушма хуçалăх 78 миллион та 558 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илме пултарчĕ. Çак укçа-тенкĕпе нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх усрама çĕнĕрен витесем тăваççĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техники тата ял хуçалăх продукчĕсене турттармалли автомашинăсем туянаççĕ. Пурте вĕсем çак ĕçсене пурнăçлама районта ĕçлекен тĕрлĕ банксемпе килĕшÿсем турĕç. Тĕслĕхрен, «Россельхозбанк» уçă акционерлă общество представительстви райадминистраци çуртĕнче иккĕмĕш хутра вырнаçнă, Çĕрпÿ Перекет банкĕн Вăрмар поселокĕнчи хушма офисĕ тата «Урмары-Согласие» ял хуçалăх кредит кооперативĕ, вăл Вăрмар поселокĕнчи Крупская урамри 1-мĕш çуртра вырнаçнă. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте кредит парассипе ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлеççĕ.

Çăмăллăхлă кредитсем илессипе уйрăмах Вăрмар хула, Арапуç, Кĕтеснер, Чулкас, Энĕшпуç, Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Мăнçырма, Шăхаль тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пурăнакансем аван ĕçленине палăртмалла. Кунти пуçлăхсем наци проекчĕн тĕп ыйтăвĕсене тĕпе хурса халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене анлăн туса пыраççĕ.

Хальхи тапхăрта 14 процентлă çăмăллăхлă кредитăн 12 процентне, кирлĕ хутсене çителĕклĕ тăратнисем, пурте тенĕ пекех патшалăхран субсиди евĕрлĕ каялла илсе тăраççĕ.

Хушма хуçалăха харпăр хăй тĕллĕн аталантарас тĕллевлисене патшалăх енчен кăçал та пысăк пулăшу кĕтет. Пĕлтĕр хушма хуçалăхсем 300 пин тенкĕ таран çăмăллăхлă кредит илме пултарнă пулсан, кăçал вара ку сумма 1 миллион таран ÿснĕ. Вăл пĕлтĕрхи пекех 14 процентлă пулать, çав шутран 11 процентне субсиди евĕрлĕ патшалăх бюджетĕнчен каялла тавăрса параççĕ. Çак кредита 2 çуллăха илсен çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем, ядохимикатсем, ветеринари препарачĕсем, çамрăк выльăх-чĕрлĕх туянма пулать. Ăна 300 пин тенкĕ таран параççĕ. Енчен те кредита 5 çул хушшинче парса татмалла илсен унпа ял хуçалăх техники, çав шутра тĕрлĕ маркăллă тракторсем, 3, 5 тонна таран тиеме пултаракан автомашинăсем, выльăх-чĕрлĕх тата унăн продукцине тирпейлеме пултаракан оборудовани туянма, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕрен витесем тума тата ăна юсама пулать. Ку кредитпа ял халăхĕ пурăнакан кил-çурта газ кĕртме те пултарать. 5 çуллăха илекен кредита 700 пин тенкĕ таран параççĕ. Çапла вара хăй тĕллевне пурнăçа кĕртес тесе тăрăшаканăн кредит илме тĕрлĕрен хутсем хатĕрлеме чи малтан хула е ял тăрăхĕсене çул тытмалла, унти специалистсем сире яланах пулăшма хатĕр.

 

Н. ВАСИЛЬЕВ,
райадминистрацин ял хуçалăхĕпе
экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.


03 февраля 2007
00:00
Поделиться