Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нумайлăха асра юлчĕ

о Юбилей

 

Нумайлăха асра юлчĕ

 

- Тăван шкула килтĕм сума суса, Инçе çула паян кĕскетсе, - çапла улăштарса калас килет юрă сăмахĕсене. Çак йĕркесем чăн килнине шкул умĕнче ларакан шучĕ те çук машинăсен речĕ кăтартса парать.

125 çул... Пĕр ĕмĕр те чĕрĕк çул хушшинче шкул статусĕ улшăнса та çĕнелсе пырса хальхи вăхăтра база шкулĕ ята тивĕçрĕ. Ку вара вĕрентÿпе воспитани ĕçне пĕтĕмпех çĕнĕлле йĕркелеме хистет. Ĕçри çĕнĕлĕхсене курса тивĕçлĕ хак пачĕç те шкул юбилейне пухăннă хаклă хăнасем, ял-йыш, тĕрлĕ хула-ялсенчен килнĕ юлташсем.

Чăвашăн авалтан пыракан йăла: праçник-уяв умĕн ахаль те таса та тирпейлĕ кил-çурта çĕнĕрен йĕркене кĕртесси, уяв сĕтелĕ хатĕрлесси. Кĕске вăхăт хушшинчех ялăн историпе краеведени музейне çĕнĕрен йĕркене кĕртсе ăшăтмалла тунă. Шкулăн иккĕмĕш хутĕнче тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ питĕ нумай стенд вырнаçтарнă. Хăна-вĕрлене кĕтсе илме С.Аверьяновăпа А.Горбунов кăпăшка çăкăрпа кăпăклă сăра хатĕрленĕ.

Шкул пурнăçĕпе, вĕренÿ кабинечĕсемпе, компьютер класĕпе паллашнă хыççăн пурте акт залне пухăнчĕç. Сцена çинче директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Т.Степанова шкул директорне В.Николаева уява пуçлама хатĕрленсе çитни çинчен рапорт парать. Вăл хăйĕн отчетĕнче шкулăн тата вĕренекенсемпе вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăрать.

Отчета итленĕ хыççăн тĕп хуларан килнĕ хăнасем сăмах илчĕç. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин уйрăм пуçлăхĕ М.Федотов алла диплом илнĕ хыççăн 4 çул хушши çак шкулта математика вĕрентнĕ. Г.Чернова министрăн саламлă телеграммипе паллаштарнă хыççăн вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшас тĕллевпе шкула спорт оборудованийĕ илме 15 пин тенкĕ укçа уйăрса пани çинчен каларĕ.

«Кассан - турпас, калаçсан - сăмах», - теççĕ чăвашсем. Вĕрентÿ институтĕнчен килнĕ педагогика наукисен кандидачĕ Т.Никифорова доцент калаçăвĕнчен унăн ачалăхĕ Мăнçырма ялĕпе çыхăннине пĕлтĕмĕр. Унăн ашшĕ, Г.Николаев пĕр вăхăт пире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕччĕ. Амăшĕ, С.Николаева пирĕн ял хĕрĕ пулнă. Татьяна Геннадьевна хăйĕн калаçăвне пĕтĕмĕшле тата профессиллĕ пĕлÿ парас енĕпе çыхăннă ыйтусем тавра йĕркелерĕ.

Республикăри икĕ паллă вĕрентÿ заведенийĕнчен - чăваш патшалăх университетĕнчен тата чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен килнĕ С.Чучкаловпа О.Сазонова хăйсем ĕçлекен аслă шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов район ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă хыççăн Тав çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Район пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов Н.Федоров Президент ЧР Патшалăх Канашне янă «Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле» Çыру çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. «Çырура кăтартса панисене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртессишĕн пĕтĕм вăй-хала парса тăрăшмалла», - терĕ вăл. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн пулăшаканĕ, «Акконд» УАО генеральнăй директорĕн заместителĕ М.Иванов хăйĕн калаçăвĕнче шкул çинчен лайăххине, ял халăхне тав сăмахĕ каларĕ, депутат ячĕпе шкула принтер парнелерĕ.

Сцена çинче - шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухса кайнă пăхаттирсем: Н.Архипов, М.Павлов, пĕр тăван Юрипе Владимир Афанасьевсем. Шкул çулĕсене, ачалăх кунĕсене яланах аса илни çинчен, вĕрентекенсен ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕç. Çĕнĕрен йĕркеленекен «Слава» хуçалăх ертÿçи В.Павлов шкула телевизор парнелерĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов администраци ячĕпе шкул директорне В.Николаева панă Тав çырăвĕн содержанийĕпе паллаштарчĕ, ача садне теттесен пуххине парнелерĕ.

1958-1968 çулсенче завучра ĕçленĕ И.Иванов, халĕ Шупашкарта пурăнаканскер, юбилей каçне пушă алăпа килмен. Шкул библиотекине кĕнекесем, музее сăн ÿкерчĕксем парнелерĕ.

Мăнçырма ял чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид аттепе Наталия матушка ялан кĕтнĕ хăнасем. Леонид атте шкул коллективне, вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене, ял-йыша чиркĕве çĕнĕрен хута ярас ĕçре пулăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. В.Николаева Варнава алă пуснă архиерей грамотипе, шкул коллективне чиркÿ грамотипе чысларĕ.

Тĕрлĕ сăлтава пула юбилей каçне çитеймен юлташсем те айккинче тăрса юлман. М.Петров, Шупашкарти коопераци институчĕн коллективĕ, Е.Ильина Мускавра пурăнать хăйсен телеграммисенче юбилей ячĕпе саламланă, тав сăмахĕ каланă. Елена Геннадьевна, шкулăн пĕрремĕш директорĕ пулнă Я.Сидоровăн мăнукĕ, ача садне тата кашни вĕрентекене уйрăммăн парне парасси пирки пĕлтернĕ.

Т.Левина Матвеева офис хучĕсен пуххине, В.Андреева, С.Архипов ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕЌ кĕнекесен пуххине парнелерĕç. Сергей Витальевич директор тата шкул коллективĕ ячĕпе уйрăммăн хатĕрленĕ Тав çырăвĕсемпе паллаштарчĕ, ăнăçусем сунчĕ.

Н.Медюкова Юрьева тăван шкула час-часах килет. Вăл - ача-пăча кĕнекисен авторĕ тата илемлетекенĕ. Надежда Николаевна нихăçан та пушă алăпа килмест. Халĕ те вăл хăйĕн иккĕмĕш кĕнекин пуххине илсе килнĕ. В.Кузнецов, хăй те спортпа туслăскер, спортзалне икĕ волейбол мечĕкĕ парнелерĕ, спортра пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. А.Белов предприниматель те айккинче тăрса юлман, юбилей ирттерме тивĕçлĕ пулăшу панă.

Ăçта уяв - унта юрă-ташă. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Н.Михайлова, кĕвĕ-çемĕ ăсталăхне алла илме пулăшакан О.Васильевăпа В.Васильева, ташă кружокне ертсе пыракан А.Васильева, кĕçĕн классенче вĕренекен юрă-ташă ăстисем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Концерта илем кÿрекенсем Чăваш Республикин Пукане театрĕн тĕп режиссерĕ Ю.Филиппов тата çак театр артистки Е.Харькова пулчĕç.

 

З. ИЛЛАРИОНОВА,
обществăлла корреспондент.


07 февраля 2007
00:00
Поделиться
;