Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрле ĕçлесен çитĕнÿ пулать

о Уполномоченнăйсен пухăвĕнчен

 

Пĕрле ĕçлесен çитĕнÿ пулать

 

Вăрмар райповĕн уполномоченнăйĕсен пухăвĕнче 9 ыйту пăхса тухрĕç. Чи малтанах мандат комиссийĕн докладне итлерĕç, унтан ĕç органĕсене суйларĕç.

Райпо совечĕн председателĕ К.Никитин райпон 2006 çулхи ĕç итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. 2006çулта суту-илÿре ваккăн тавар сутасси тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 87 миллион та 780 пин тенкĕпе танлашнă. Унчченхи çулпа танлаштарсан 2 миллион та 368 пин тенкĕ ытларах.

Кăçал Раççей потребкооперацийĕн юбилейлă çул - Раççей кооперацийĕ аталанма пуçлани 175 çул çитнине паллă тунă. Çавна май кăçалхи çула тата «Пайщик çулĕ» тесе пĕлтернĕ.

«Райпо совечĕн тата правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ потребкоопераци аталанăвĕн программине тата Раççей наукăпа практика конференцийĕн сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртесси пулса тăрать. Пирĕн тĕп тĕллев - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, вĕсене ытларах çамрăксене явăçтарасси, вĕренме ярасси, производствăна аталантарасси, ял халăхне тÿлевлĕ тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси», - терĕ Константин Владимирович хăйĕн докладне пуçланă май.

Юлашки çулсенче райпо ял хуçалăх продукцийĕсене туянассипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, çамрăксене вĕрентессипе активлă ĕçлет. Унпа пĕрлех производствăна аталантарасси те тĕп вырăнта.

Ваккăн тавар сутас ĕçре 81 апат-çимĕç продукчĕсем кĕреççĕ. Акă 2006 çулта, унчченхи çулпа танлаштарсан, аш-какай - 120, 9, пулă - 126, 4, сĕт тата сĕт-çу продукчĕсем - 121, 1, сахăр - 115, 9, кондитер изделийĕсем - 114, 2, пахча çимĕç - 122, 7, çĕр улми - 2, 5 хут ытларах сутнă.

Çавăн пекех тум-тир - 187, трикотаж - 123, 1, галантерея таварĕсем - 169, 6, сĕтел-пукан - 129. Анчах та хăш-пĕр тавар сутасси чакнă темелле. Калăпăр тип çу - 71, 1, çăкăрпа булка - 87, 5, макарон изделийĕсем - 77, 9, чăлха-нуски - 84, хуçалăх таварĕсем - 80, 8, строительство материалĕсем - 84, 5.

Райпо лавккисенче йăлара усă курмалли техника, сĕтел-пукан, холодильниксем, строительство материалĕсем илме заказ пама пулать. Ку е вăл тавара киле çитерсех параççĕ.

2006 çулта тавара кредит мелĕпе 1616 пин тенкĕлĕх сутнă. Çакă та, малтанхипе танлаштарсан, пысăк кăтарту. Уйрăмах сĕтел-пукан сутасси 29 ÿснĕ.

«Аякри ялсенче пурăнакансене таварпа тивĕçтересси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра çакă предприятишĕн тăкаклă пулсан та, халăх шăпи, нуши-терчĕ пире канăç памасть. Чĕкету, Пăртас, Атайкасси, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Вĕренер, Çĕнĕ Шулхан, Чăрăшçырма ялĕсенче пурăнакансене эрнере пĕр хутчен кирлĕ таварпа тивĕçтерсех тăратпăр», - терĕ К.Никитин хăйĕн калаçăвне малалла тăснă май.

Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество та иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Унăн таварçаврăнăшĕ 16 миллион та 802 пин тенкĕпе танлашнă, вĕсенчен 44, 5 прценчĕ - хăйсем туса кăларакан продукци. Çавăн пекех 2006 çулта 8 тонна та 150 килограмм пельмень, 569 пин тенкĕлĕх çурма фабрикат туса кăларнă.

Халăха тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси те начар мар. 2006 çулта вăл 200 пин тенкĕпе танлашнă. Унпа пĕрлех аптека пункчĕ эмельсем - 2196, ветеринари аптеки - 1320 пин тенкĕлĕх препаратсем сутнă.

Райпо аталанăвĕнче производство пысăк вырăн йышăнать, вăл «тĕп шăнăрĕ» пулса тăрать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсенех илер. Вĕсем 2006 çулта 18 миллион та 531 пин тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Пылак шыв туса кăларасси те ÿснĕ. Вăл 82161 декалитрпа танлашнă. Иртнĕ çул 300 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани туянни çак кăтартăва пысăклатрĕ.

«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çăкăр тата çăкăрпа булка изделийĕсем 2006 çулта сахалрах туса кăларнă. Унсăр пуçне «Нива» тулли мар яваплă обществăра та макарон, кăлпасси, унчченхи çулпа танлаштарсан, сахалрах туса илеççĕ. Çавна май ку апат-çимĕç продукчĕсене кăçал ытларах туса кăлармаллине тата вĕсен ассортиментне ÿстермеллине, пахалăхĕ пысăк шайра пулмаллине палăртрĕ Константин Владимирович.

«Производствăра ĕçлекенсен хăйсен таварĕсене вырнаçтарассипе активлă ĕçлемелле тата халăх мĕнле тавар ытларах туяннине тишкермелле, ассортимента пуянлатмалла», - терĕ райпо совечĕн председателĕ К.Никитин.

Кашни ял лавкки суту-илÿсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе активлă тăрăшать.

2006 çулта ял хуçалăх продукцине халăхран 12 миллион та 158 пин тенкĕлĕх туяннă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе 44 лавкка ĕçлет. Халăхран сĕт пухас ĕç те активлă пырать. Иртнĕ çул 1298 тонна пухнă. Ку енĕпе Шăплат, Çĕнĕ Мăнтăр, Кĕлкеш, Вăтакас, Патти, Кавал, Чупай ялĕсенчи тата ытти лавккасем лайăх ĕçленĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан, 2006 çула райпо отраслĕсем тăкаксăр вĕçленĕ, налуксене те вăхăтра тÿлесе пынă.

Хальхи вăхăтра райпо системинче 315 çын вăй хурать. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа обществăлла ĕçсем пурнăçлама килĕшÿ тунă.

Пайщиксем панă наказсене те пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ.

Пурлăхпа техника базине вăйлатасси те çирĕпленсех пырать. Иртнĕ çул сивĕтекен оборудовани 18 туяннă. Кавал, Пысăк Енккасси, Урнар ялĕсенчи райпо лавккисене çут çанталăк ырлăхĕ çитнĕ. Поселокри Заводская урамри лавккана уçассипе те активлă ĕçлеççĕ. Ку ĕçсене пурнăçлама 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Çитес вăхăтра вăл та хута кайĕ.

«Наци проекчĕсене пурнăçлассипе райпо пысăк хăвăртлăхпа ĕçлет. Пирĕн тĕллев - ял хуçалăх, уйрăм кил хуçалăхĕсем туса илнĕ продукцине вырнаçтарма пулăшасси, çавна май вĕсене пурăнмашкăн тивĕçлĕ условисем туса парасси», - терĕ К. Никитин хăйĕн калаçăвне вĕçленĕ май.

Уполномоченнăйсен пухăвĕнче район пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л.Абрамова тухса калаçрĕç. Район пуçлăхĕ хатĕрлев ĕçĕсемпе ытларах тăрăшмаллине, производствăна пур хăватпа аталантармаллине палăртрĕ. Çавăн пекех наци проекчĕсем районта мĕнле пурнăçланса пыни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л.Абрамова 2006 çулта Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыни, Вăрмар райповĕн производство хăватне ÿстермелли, тавар ассортиментне пуянлатмалли çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех уполномоченнăйсен пухăвĕнче райпон тĕп бухгалтерĕ А.Васильева, Г.Эверсков, Г.Назаров, Н.Дмитриева уполномоченнăйсем тухса калаçрĕç. Иртнĕ çулхи райпо ĕçĕ-хĕлне вăтам хак пачĕç.

Юлашкинчен пайщиксен йышĕнче улшăнусем кĕртме каларĕç, потребительсен обществин Уставĕнче çĕнĕлĕхсем кĕртме йышăнчĕç.

Ф.Елисеева, Г.Эверсков, А.Баданова, Л.Родзянова уполномоченнăйсене 2006 çулта лайăх ĕçлесе пынăшăн Хисеп грамотисемпе тата парне парса чысларĕç. Çавăн пекех 2006 çула халăхран сĕт пухассипе лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ Пысăк Енккассинчи кооперативлă предприятине директорĕ Л.Тимофеева, Шăплат заведующи М.Егорова, Çĕнĕ Мăнтăр Н.Тимофеева, Кĕлкеш А.Денисова лавккисене палăртрĕç.

 

З. ПАВЛОВА.



07 февраля 2007
00:00
Поделиться