Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паянхи кун çапла ыйтать

Паянхи кун çапла ыйтать

 

Граждансен конституцилле прависене тата ирĕклĕхне хÿтĕлес, преступленисемпе, коррупципе кĕрешес тата саккунлăха çирĕплетес, право йĕркине пăсассине асăрхаттарас енĕпе халăх дружини те пысăк вăй пулса тăрать.

Районти ирĕклĕ халăх дружинин актив пухăвĕ пулчĕ. Унта район пуçлăхĕ В. Кириллов, районти ШĔП начальникĕ И.Константинов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисенчи ирĕклĕ халăх дружинисен командирĕсем тата ыттисем те хутшăннă. Пухăва дружина канашĕн председателĕ Ю.Соколов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ, сăмах тухса каларĕ.

Районти ирĕклĕ халăх дружинисен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн командирĕ Н.Степанов паллаштарчĕ. Халăх дружинисем милицин участокри уполномоченнăйĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине, ырă тĕслĕх кăтартакан уйрăм командăсене палăртса хăварчĕ. Вăрмар поселок, районти тĕп больницăн тата Энĕшпуç ялĕнчи халăх дружинин командирĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. «Дружинниксем патруле тухни обществăра йĕркелĕхе пăсассине чылай чакарать терĕç», - пухура тухса калаçакансем. Маларахри çулсенче ялсенче пурăнакансем черетпе каçхи тусура тухнин ырă тĕслĕхĕсене аса илчĕç. Çак ĕçе йĕркелесе яни пĕрре те пăсăк пулманни пирки те калаçрĕç. Юлашкинчен район пуçлăхĕ В. Кириллов ирĕклĕ халăх дружининче уйрăмах палăрнисене грамотăсем пачĕ. Вĕсен ĕçне татах та вăйлатмаллине палăртрĕ.

 

А. НИКОЛАЕВА.



07 февраля 2007
00:00
Поделиться