Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Профилактикăлла ĕçе вăйлатса

о Йĕрке хуралĕнче

 

Профилактикăлла ĕçе вăйлатса

 

Вăрмар хула тăрăхĕн территорийĕ 612 гектар çинче вырнăçнă. Кунта уйрăм кил çурт - 713, 1645 хваттер, уйрăм хушма хуçалăх –178. Вĕсенче 6688 çын тĕпленсе пурăнать, çав шутра 6 çула çитмен ачасем - 409, 7-13 çулхисем – 1344, 15 – 16 çулхисем 167 çамрăк., пенсионерсем – 1383.

Çаксен вара пурин те шухăшĕсем тĕрлĕрен, савăнăçне те, хурлăхне те хăйсене майлă йышăнаççĕ. Кашни çыннăн кăмăл-туйăмне вара пирĕн ăша хывса йышăнмалла. Вăрмар хула тăрăхĕнче участокри уполномоченнăйсем иккĕн вăй хуратпăр.

Иртнĕ çул Вăрмар хула территорийĕнче 118 преступлени регистрациленĕ. Преступленисем çын сывлăхне йывăр е вăтам сиенлессипе, хваттер çаратассипе, çынна улталассипе, япала туртса илессипе ытларах пулаççĕ. Çавăн пекех документсене çаратасси тата ăна тĕрлĕ майпа саккуна пăсса хăйсене кирлĕ пек çырса хурасси те тупăнсах тăрать. Кун йышшисене 4 çынна тупса палăртса явап тыттарнă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тата айăпа кĕнĕ тĕрлĕ ĕçсемшĕн налук тÿлессинчен пăрăнса çÿрекенсем те пур. Çынна пĕр хĕрхенмесĕр вилесле çапса хĕнекенсене вара çав тери хытă чунлисем тесе калас килет. Кун пеккисем поселок территорийĕнче тупăнсах тăраççĕ. Вĕсене пурне те тупса палăртса кирлĕ мерăсем йышăннă. 2006 çулта административлă право йĕркисене пăснă çак тĕслĕхсене тупса палăртнă: вак япаласем вăрласа тата саккуна пăсса суту-илÿ тунă 42 çынна тытса чарнă, обществăлла вырăнта эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекенсене – 258, хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн, штрафсем тÿлеменшĕн, çынпа çапăçнишĕн – 225, паспорт режимне пăснăшăн – 82, сутас тĕллевпе сăмакун тунăшăн – 1 тата тĕрлĕ енлĕ право йĕркисене пăснăшăн 79 çынна тытса чарнă. Вĕсенчен кашни 9-мĕш çыннине административлă явап тыттарнă, профилактикăлла калаçусем ирттернĕ. Иртнĕ çултанпа Вăрмар хула тăрăхĕнче профилактика канашĕ ĕçлет. Унта кашни уйăхрах пуçтарăнса тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, участокри уполномоченнăйсен тата ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçĕ-хĕлĕсене пăхса тухнă. Обществăлла йĕркесене пăснăшăн тата çемьере харкашусем пуçланăшăн 39 çынна чĕнсе илсе калаçнă, вĕсенчен 17-шне учета илнĕ. Профилактика канашĕнче учетра тăракансене ĕçе вырнаçтарассипе те ĕçленĕ. Тĕслĕхрен, Р. тата Т. гражданинсемпе калаçнă хыççăн вĕсем ĕçлеме урăх региона тухса кайнă. Çавăн пекех çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачисене тата ăнăçсăр çемьери çул çитмен ачасене ĕçе вырнаçтарассипе районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа пĕрле канашласа ĕçе вырнаçтарассипе те тăрăшнă. Кĕскен каласан, пирĕн ĕç питĕ анлă та яваплă, пурте халăхпа çыхăннă. Çавăнпа та пирĕн пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пымалла.

 

А. ФИРСОВ,
районти ШĔП участокри аслă уполномоченнăй.


07 февраля 2007
00:00
Поделиться