Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Анне пурри сÿнми телей

о Чунран

 

Анне пурри сÿнми телей

 

(Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă юратнă аннемĕре,

Николаева Домна Ивановнăна, халаллатăп).

 

Акă эпĕ каллех Кивĕ Вăрмарти Виçпÿрт кассипе пыратăп. Мана хирĕç пĕр хĕрарăм утать. Сылтăм аллине пилĕк хыçнелле тытнă та таçта васкать ĕнтĕ.

- Анне вĕт ку! - мĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш. Тата хăвăртрах утма пуçларăм.

Акă хĕрарăм манпа танлашрĕ. Сывлăх сунчĕ те малалла иртсе кайрĕ...

Эх, мăнтарăн, чĕри! Анне пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнине пĕлсех мĕне шанать-ши, мĕн кĕтет-ши? Анне çуккине пĕлсех унăн уттине, унăн сăнне, унăн сассине иртекенсенче шыратăп эпĕ.

Акă тăван киле çитрĕм. Пÿрт алăкĕн хăлăпне тытрăм та чарăнса тăтăм.

Алăка уçса ярсанах аннене курассăн туйăнать.

- Килех хĕрĕм. Мĕнле çитрĕн? - текен пулмарĕ.

- Анне! - тесен те хирĕç сас паракан пулмарĕ. Куç шăрçи шăтса юхиччен тармакланса пăхсан та кураймастăн, хăлха çурхахĕ çурăлса кайиччен кăшкăрсан та - илтместĕн эсĕ мана, аннеçĕм.

Санăн сăн ÿкерчĕкÿ умне пыратăп. Куçусем... Нихăçан уйрăлми, ĕмĕрне манăçми мăшăр çăлтăрсем! Паян ытла та салху пăхатăр эсир. Хаваслă самантсенче çак куçсенчен вут-хĕм сирпĕнсе тăнăн туйăнатчĕ. Халĕ вара вĕсенче тунсăх, ырату, хуйхă.

Аннеçĕм, эсĕ пирĕнтен аякра пулсан та пирĕн чĕремĕрсем куççульпе чыхăнса макăрнине, ăшăмăрсем мĕнле вăрканине туятăн эсĕ. Яланах çаплаччĕ çав.

Пирĕн пусăрăнчăк кăмăлсене питĕ хăвăрт сисеттĕн эсĕ. Санпа калаçсассăн вара йывăрлăхсем те нимĕн те марччĕ. Эсĕ тума пĕлмен ĕç те çукчĕ пулĕ çĕр çинче. Кирек мĕнле ыйту çине те хурав тупса параттăн эсĕ.

Йывăр чухне алă тăсса пани кăна мар, чĕререн каланă пĕр сăмах та ăшăнти хăватна, хăвăн ăшшуна, юратăва параттăн.

Сана юлашки çула ăсатсан тепĕр куннех эп тĕлĕк куртăм. Сад пахчи çумĕпе иртсе пыраттăм та унта такам ларнине куртăм.

Çывăхарах пырса пăхрăм.

- Анне! - тетĕп.

- Мĕн; - тетĕн. Сассу манпа юнашар тăрса калаçнă чухнехи пекех илтĕнет.

- Анне таврăннă-çке, - тесе сад пахчине чупса кĕтĕм. Унталла пăхрăм, кунталла - эсĕ çук. Чун кÿтсе килнипе ĕсĕклесе макăрса ятăм, çаплах вăранса кайрăм...

Эх, пурнăç - тамаша! Мĕн-ма вăхăт-вăхăтăн çав териех хаяр-ши эсĕ, мĕншĕн тапхăр-тапхăрпа чи-чи çывăххине те çакнашкал пăхса курма çукла питĕ инçет туса хуратăн-ши?

Мĕне пĕлтерчĕ-ши ман тĕлĕк; Пурнăçунта сахал мар хĕн-асап курнăскере, тен, Турри сана хĕрхенсе хăй çывăхнерех вырнаçтарчĕ-ши?

Аннеçĕм, эсĕ чирленĕ вăхăтра эпир санпа юнашар пулма тăрăшаттăмăр. Пĕрмай шухăшпа çÿренипе çуллахи илеме те асăрхамастăмăр пулмалла.

Хĕвел аннă чух сад пахчинче шăпчăк юрă шăрантарнине илтрĕм те пурнăç малаллах шăвать-çке, терĕм. Шăпчăк юрриллĕ савăк кунсем татах та çаврăнса çитĕç-ха вĕсем. Анчах эсĕ, аннеçĕм, нихăçан та каялла таврăнмăн...

Санăн пурăнас кăмăлу çав тери пысăкчĕ.

- Çулла ура çине тăратăпах, утма пуçлатăпах, мăнуксене те çавăтса çÿрĕп-ха, - теттĕн. Эпир те эсĕ чире çĕнтеретĕнех пулĕ тенĕччĕ. Анчах сан пурнăç кăвайчĕ темшĕн лап! сÿнсе ларчĕ.

Аннеçĕм! Эпир саншăн мĕнле хыпса çуннине эсĕ курсах тăтăн. Анчах та, чирлĕ çынна ылтăн кравать те пулăшаймĕ тенĕ пек, тем пек тăрăшсан та, сана вилĕм аллинчен туртса илеймерĕмĕр. Каçар пире...

Малтанах эсĕ çукки вахăтлăх кăна пекчĕ. Таçта кайнă та эсĕ, халь-халь килмелле пек туйăнатчĕ. Акă килтĕн те, вара эсĕ пирĕнпе пулман вăхăтра мĕнле курăннине каласа парас пек туйăнатчĕ.

Уйрăлу вăл - кирек хăçан та уйрăлу-ха, вăхăтлăха-и, самантлăха-и?

Ку вара пирĕн çав тери пысăк уйрăлу-çке!

Апла пулин те, пĕлсех тăр, аннеçĕм, кирек хăçан та, кирек ăçта та санăн сăнару пирĕн асра пулĕ, санăн асамлă вăйу пире хăрушсăрлăхран хăтăлма, йывăрлăхра çĕнтерме пулăшĕ.

Мĕн тери телейлĕ эсир, анне пуррисем!

Ах, ытарайми аннеçĕм! Санăн чĕвĕлти чĕлхÿ, ăшă кăмăлу пире ача чухне те, çитĕнсе çитсен те пĕр пекех кирлĕ-çке. Санăн чĕвĕлти чĕлхÿ, ăшă кăмăлу яланах пирĕнпе пĕрле пулас пулсан, эпир нихăçан та хамăра çут тĕнчере тăлăххăн туйман пулнă пулăттăмăр.

Аннеçĕм! Тавах сана икĕ ура çине пустарнă кăкăр сĕчĕшĕн, чĕрçĕ çинче вылятса-култарса ÿстернĕ чĕре ăшшишĕн, пурăнас çула такăнмасăр та ывăнмасăр утса тухма халалланă иксĕлми вăй-халшăн.

Эсĕ, тÿсĕмлĕ те сăпайлă, пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă аннемĕр! Эпир, санăн хĕрÿсем, санăн ытарайми сăнарна яланах асра тытăпăр. Ĕмĕр-ĕмĕр тав сана, ĕмĕр-ĕмĕр мухтав.

 

Н. МАКСИМОВА.

Вăрмар поселокĕ.



10 февраля 2007
00:00
Поделиться