Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кавир çинче - хĕр ачасем

о Спорт

 

Кавир çинче - хĕр ачасем

 

Кавалти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренекенсен секцине 20 - 30 çамрăк çÿрет. Арçын ачасемпе пĕрлех хĕр ачасем те хăйсен ăсталăхне туптасах пыраççĕ. Пултаруллă спортсменкăсем иртнĕ çула начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕç.

Декабрь уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕн тренерĕн, Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тĕнче класлă спорт мастерĕн Михаил Савиновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пулса иртнĕ. Кавал шкулĕнче вĕренекен Татьяна Грачевăпа Анжелика Ширеева хăйсен виçисенче - иккĕмĕш, Юлия Горшковăпа Анастасия Таратина виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Кăçалхи январь уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Виталий Смородиновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн чи ăста 150 спортсмен тупăшнă. Çивĕч кĕрешÿре Кавал шкулĕнче вĕренекен Арина Табакова 60 килограмм таран таякан хĕр ачасем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă.

 

Р. ТАРАТИН,
тренер.


10 февраля 2007
00:00
Поделиться