Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç паттăрĕ

Пурнăç паттăрĕ

 

Кăмăл пусăрăннă самантсенче, ăш вăрканă чухне хама лăплантарас, йывăр шухăшсене сирсе ярас шутпа эпĕ пурнăçăмра тĕл пулнă лайăх çынсене аса илме тăрăшатăп. Çакăн пек ман ăша кĕрсе вырнаçнă, мана кирлĕ чухне вăй паракан çынсенчен пĕри - Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ музыкант, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Г.Моклаков.

Г. Моклакова эпĕ аллăмĕш çулсенчех палланă, унăн юррисене юрланă. Вăл кашни çулах район уявне пĕрлештернĕ хора юрлаттарма килетчĕ. Салтак ачисем, Лена партизанка çинчен хывнă тата ытти хитре юррисене эпир юратсах юрлаттăмăр, халĕ те юрлатпăр.

Каярахпа, утмăлмĕш çулсенче те, служба хыççăн Шупашкарта пединститутра вĕреннĕ чухне, эпĕ Г.Моклакова час-часах «Шупашкар - Вăрмар» маршрутлă автобус çинче кураттăм. Çул тăршшĕпех çак сумлă, паллă, пысăк çыннăн пурнăçри вăй-халĕ ăçтан тухать-ши тесе шухăшласа, ăна сăнаса пыраттăм.

Шел, паллă ентешпе, композиторпа паянхи кунччен те хире-хирĕç тăрса калаçма тÿр килмерĕ. Автобус çинче питĕ калаçасшăнччĕ, анчах та эпĕ илтнĕччĕ: Г.Моклаков юррисене ытларах çул çÿревре çырать тенине. Çавăнпа тата именнипе те пулĕ ун чухне те калаçаймарăм. Халĕ те çак тĕрленчĕке çырас çукчĕ пулĕ, анчах нумай пулмасть «Хĕрлĕ ялав» хаçатра Г.Моклаковăн «Çывăх çынсăр йывăр» статйине вуларăм та çак тава тивĕçлĕ çыннăн сăнарĕ куç умне уççăн тухса тăчĕ. Хаклă çынна сăмахпа та пулин пулăшас шутпа алла ручка тытрăм.

Маншăн Г.Моклаков пурнăçа юратма, темле йывăрлăхсене те çĕнтерме, хастар пулма вĕрентекен аслă юлташ пулса тăрать. Вăрмарсемшĕн вăл Островский, Мересьев тата ытти паллă çынсен ретĕнче тăрать, тăмалла та. Г.Моклаков вăрçă витĕр тухнă, пурнăçа лайăх пĕлекен çын. Унпа ялти клубсенче, библиотекăсенче тĕл пулусем ытларах ирттерсен аван пулмалла. Уйрăмах шкулсенче çак пурнăç паттăрĕпе тĕл пулусем ирттерни ачасемшĕн питех те усăллă пулĕччĕ.

Хисеплĕ Григорий Васильевич! Эсир пĕччен мар, Сире кичем пулмалла мар! Сирĕн ятăра, юррăрсене упраса пурăнакан хăвăр пĕлмен, палламан çын пĕр эпĕ кăна мар. Иккĕленместĕп те - ман пекки Вăрмар тăрăхĕнче те, республикипе те сахал мар. Эпир шанатпăр: Сирĕн йывăр тапхăр иртсе каять, Александра Васильевнăпа иксĕрĕн пурте лайăх пулать. Сире ырлăх-сывлăх сунатпăр, сирĕн творчество ĕçĕсем малалла та аталанса пыччăр, пире илемлĕ чăваш юррисемпе татах та савăнтарăр!

 

А. ИВАНОВ.

Кĕтенер ялĕ.



10 февраля 2007
00:00
Поделиться