Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăрлăх маннăçа тухмасть

о Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа – 18 çул

 

Паттăрлăх маннăçа тухмасть

 

Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн Совет салтакĕсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенчи пысăках мар вăрçăсемпе хирĕç тăрусене хутшăннă. Корея, Вьетнам, Венгри, Куба, Ангола, Чехословаки...

Сакăр вуннăмĕш çулсенче çамрăксен шăпи вара сăртлă-туллă Афганистанпа çыхăннă. 10 çула яхăн пынă вăрçăра Чăваш Енрен 114 каччăн пурнăçĕ татăлнă, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Пирĕн районтан та Афганистан çулăмĕ витĕр вуншар ентеш тухнă. Шел, пурте каялла сывă таврăнайман, 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен пурăнса çитеймен. Вĕсенчен пĕри - Çÿлти Кинчер ялĕнче çуралса ÿснĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ, «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ Рудольф Петров.

Паллах, ун паттăрлăхĕ çинчен хаçатра маларах та çырнă. Анчах ку хутĕнче унпа юлашки самантсенче пĕрле пулнă Украина каччине Владимир Плазăна сăмах парас, тĕрĕсрех каласан, Рудольф ашшĕ-амăшĕ патне янă çырури йĕркесене илес килет.

«...Эпĕ Рудикпа 1985 çулхи февраль пуçламăшĕнче, Кандагара вĕçсе килсенех, паллашрăм. Эпир пĕр ротăна лекрĕмĕр. Вăл виличченех эпир унпа чи лайăх туссемччĕ.

Тĕлĕнмелле каччăччĕ Рудик: питĕ лăпкă, çав вăхăтрах хаваслă, пурнăçа юратакан çынччĕ, тепĕр чухне ытармалла мар кулăпа ялкăшатчĕ. Таса чунлă, чăнлăхшăн вутта кĕме хатĕр, хăюллă та çивĕч, хитре чăваш каччине пурте юрататчĕç тата хисеплетчĕç.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче пирĕн рота умне задача лартрĕç: Шархри-Сафа ятлă кишлака душмансенчен тасатмалла тата çывăхри ту хушăкĕнче меллĕ плацдарм йышăнмалла. Çак операциччен Рудик стрелокчĕ. Часах механиксем çитменни паллă пулчĕ. Çавăнпа та вăл, техникăна лайăх пĕлекенскер, хăй ирĕкĕпе пехотăн бронемашини çине куçса ларчĕ.

Эпир кишлака ирĕке кăларнăччĕ ĕнтĕ, нумай душмана тĕп турăмăр. Малалла пирĕн, сăрт çине хăпарса, меллĕ вырăн йышăнмалла. Виçĕ «броня» ту хушăкне кĕрес умĕн юлчĕç. Эпир çурма çулта чухне «духсем» пирĕн çине тĕрлĕ хĕç-пăшалтан вăйлăран та вăйлă пеме тапратрĕç. Халĕ ĕнтĕ пехотăна бронемашинăсем кăна пулăшма пултарнă.

Рудикăн 414-мĕш çар машини хыçалтан хÿтĕлесе пынă. Унччен те пулмасть малти БМП чарăнса ларнă. Эпир кайран пĕлнĕ тăрăх, унта ларса пынă пирĕн лейтенант малалла каймашкăн шикленме пуçланă та машинăна чарма хушнă. Рудик офицерăн айван шухăшĕпе ниепле те килĕшесшĕн пулман. Вăл юлташĕсене çапла каланă: «Пирĕн туссем хăрушлăхра, вĕсене мĕнле те пулсан çăлмалла». Халĕ ĕнтĕ Рудик, хăй машинине тĕп çулран пăрса, лейтенант ларнă «броньăран» иртсе кайма хăтланнă. Паллах, душмансем ăçта çитнĕ унта минăсем чавса хуни çинчен шутламан ĕнтĕ вăл, ту хушăкĕнче çапăçакан ушкăна çăлма васканă. Анчах Сирĕн ывăлăр тытса пыракан БМП чăннипех те хăватлă мина çине пырса кĕнĕ. Контузи хыççăн Рудик 20 минут ытларах асапланнă, хăй сисмесĕрех такама чĕннĕ. «Йося, Йосечка! Нивушлĕ халь манăн урасене касаççĕ? Анне! Каçар...», - тесе каланă. Унтан вăл ăша юн кайнипе вилчĕ...».

Паттăра тăван ялĕнче пытарнă.

 

В. ТОЛМАТОВ.



14 февраля 2007
00:00
Поделиться
;