Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывлăх сыхлавĕнче

Сывлăх сыхлавĕнче

 

Çын сывă пулсан ăна чи телейли тесе калама пулать, мĕншĕн тесен вăл сывă пулсан пур ĕçе те çăмăллăнах пурнăçлать. Халăх сывлăхне çирĕплетес тесех Н.Федоров Президент программине пурнăçласа республикăра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçрĕç.

Ялти медицина системине çĕнетес енĕпе нумай ĕçсем туса ирттернĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕ вăйлăн аталанса пырать. Ку енĕпе пирĕн районта та чылай ĕç туса ирттереççĕ. Çакă вара ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах питĕ лайăх. Акă Тикаш ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктнех илер. Кăçал районти тĕп больница пулăшнипе юсав ĕçĕсем тунă. Халĕ кунта çав тери хăтлă. Юсав ĕçĕсем тенĕрен, ăна кунта ĕçлекенсем Н.Волковăпа Н.Егорова фельдшерицăсемпе Н.Кондакова санитарка хăйсемех йĕркеленĕ. Кĕçех ку çурта газпа ăшăтмалла тăваççĕ. Кунта халĕ районти «Строитель» муниципаллă унитарлă предприяти ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ Тикаш ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи çынсене пăхса тăрать. Наталья Геннадьевнăпа Нина Ильинична пур çĕре те вăхăтра çитме тăрăшаççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ.

 

А. АНТОНОВА.



14 февраля 2007
00:00
Поделиться