Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Улăпла утăмсемпе

о Руководитель трибуни

 

Улăпла утăмсемпе

 

«Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ» тенĕ евĕр иртнĕ çулхи итогсене пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Кăтартусем вара начар мар. Çакă коллективри 207 çын хăйĕн умĕнчи тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланин, тар юхтарса ĕçленин результачĕ.

Çурхи ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пур агротехникăлла мероприятисене пысăк пахалăхпа пурнăçланипе тухăçлă тыр-пул çитĕнтертĕмĕр. 1345 гектар çинчен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 31 центнер пухса кĕртрĕмĕр. 2002 çулта вара пурĕ те 17, 6 центнер анчах туса илнĕ. Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Пултаруллă механизаторсене ырăпа палăртас килет. Пĕр тăван Владимирпа Валерий Алексеевсем «Енисей» комбайнпа 1350 тонна тырă çапса тĕшĕлерĕç, комбайнерсен хушшинчи ăмăртура мала тухрĕç. В.Васильев комбайнерăн та кăтартăвĕсем лайăх: «Нива» комбайнпа 600 тонна çапса илчĕ.

Тырă акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте Г.Силеров, Н.Петров тата ытти трактористсем уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Акмалли мĕн пур лаптăка кĕркунне сухаласа хăвараççĕ. Çурхи ĕçсенче Г.Судюковпа С.Архипов механизаторсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Фабрикăра кайăк-кĕшĕк нумай усранă пирки, утă ытларах туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Утă çулнă çĕрте А.Клементьевпа С.Николаев механизаторсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Çулнă симĕс массăран витаминлă курăк çăнăхĕ тăватпăр. Çак паха апата кашни çул ытларах хатĕрлеме тăрăшатпăр. Пилĕк çул каялла ăна 141 тонна тунă пулсан, пĕлтĕр вара 305 тонна хатĕрлерĕмĕр. А.Орешинпа Н.Николаев операторсем АВМ агрегата тухăçлă ĕçлеттерчĕç. Н.Петров тракторист агрегата пĕр вĕçĕмсĕр ĕçлеттерме курăкпа тивĕçтерсе тăчĕ.

Тĕш тырăпа выльăх апачĕ туса илес енĕпе палăрмаллах ÿсĕмсем турăмăр. 2002 çулта тĕш тырă - 1620, силос 200 тонна хатĕрленĕ пулсан, 2006 çулта тĕш тырă 4157 тонна туса илнĕ, силос 670 тонна хывнă.

Фабрика ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетес енĕпе специализациленнĕ май кунта вăй хуракансен пархатарлă ĕçне уйрăмах палăртас килет. Вĕсен ĕçĕ чăннипех те улăпла утăмсемпе пырать. Кайăк-кĕшĕк йышĕ тата вĕсенчен продукци туса илесси çулсерен ÿсет. Пилĕк çулхи кăтартусене танлаштарса пăхар-ха. 2002 çулта фабрикăра чăхсем - 43, 7, хурсем - 6, 5, кăрккасем 1 пин усранă пулсан, халĕ вара чăхсем - 90, 5, хурсем - 8, 5, кăрккасем 3, 5 пин шутланаççĕ.

Куратпăр ĕнтĕ кайăк-кĕшĕк йышĕ самаях пысăк хуçалăхра. Çавăн чухлĕ чĕр чуна ĕçрен хăраман, хăйсен ĕçне чунтан парăннă рабочисем кăна йĕркеллĕ пăхса вĕсенчен продукци нумайрах туса илме пултараççĕ. Ун пеккисем кунта вуншарăн шутланаççĕ. Акă Г.Желтухинăнах илер. Чылайранпа тăрăшать вăл кунта. Ĕç опычĕ те пысăк. Иртнĕ çул кашни чăхран 206 çăмарта илме пултарчĕ, ăмăртура мала тухрĕ. Г.Войкова, М.Васильевăпа М.Желтухина 178-162-шер çăмарта илчĕç.

Фабрикипе пĕтĕмпе хур çăмартисем - 115, кăркка çăмартисем - 62, чăх çăмартисем 2 миллион та 947 пин туса илнĕ. Çак кăтартусем малтанхи пилĕк çулхипе танлаштарсан темиçе хут нумайрах.

Аш-какай туса илесси те темиçе хут ÿснĕ. 2002 çулта 106 тонна пулнă пулсан, 2006 çулта 369 тоннăпа танлашнă.

Пĕчĕк чĕпсене пăхакан Р.Никифорова, Е.Николаева, Т.Никифорова пирки те коллективра ырăпа кăна калаçаççĕ. Вĕсем хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне параççĕ.

В.Федоров дояр кунта 10 çул ытла вăй хурать. 45 ĕне çирĕплетсе панă ăна, иртнĕ çул кашни ĕнерен 3509-шар килограмм сĕт суса илчĕ, районти дояркăсен хушшинче малтисен ретне тухрĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн 2007 çулхи нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿре, тĕпчев, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче тата бизнес-проектсем тăвас енĕпе курăмлă çитĕнÿ тунă çамрăксемпе студентсем 2007 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен кашни уйăхра 1000 тенкĕпе танлашакан Президент стипендине илсе тăма пуçлаççĕ. Çак стипендие пирĕн фабрикăри А.Сотников оператор та илсе тăрĕ. Ку пире чăннипех те савăнтарать.

Рабочисен ĕç тата пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе палăрмаллах улшăнусем турăмăр. Машинăпа трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ. Витесемпе цехсене, столовăйне çут çанталăк газĕ çине куçарнă, тырă склачĕсем туса хута янă.

Пĕр-пĕрне ăнланса, алла-аллăн тытăнса ĕçленипе ĕнтĕ хуçалăх тĕрекленсе, рабочисен ĕç укçи ÿссе пырать.

Туса илнĕ продукцие сутнипе фабрика кассине 2002 çулта 10394 пин тенкĕ кĕнĕ пулсан, иртнĕ çул 40131 пине çитнĕ. Рабочисен ĕç укçи 1569 тенкĕрен 3732 тенке çити хăпарнă.

Çаксем пурте ĕнтĕ Киввăрмарсем «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци программине пурнăçа кĕртессишĕн хастар кĕрешнине çирĕплетеççĕ.

Кăçалхи тухăçшăн тăрăшса 709 гектар çинче кĕр тыррисене пысăк пахалăхпа акса хăвартăмăр. Çуркунне акма паха вăрлăх кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе хутăмăр. Халĕ механизаторсем çур акинче кирлĕ пулакан техникăна хатĕррисен ретне лартас енĕпе юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

 

Н. ПЕТРОВ,
«Урмарская кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ,
Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.


14 февраля 2007
00:00
Поделиться